1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 29 Апрель 2025 г.
11 апреля 2025 г. 9:20

Паттăр салтак, ăста спортсмен ячĕпе

 

Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕн спортзалĕнче ятарлă çар операцине хутшăннă Алексей Васильевич Иванова асăнса сĕтел çинче теннисла выляссипе турнир иртнĕ. Алеша шкулта вĕреннĕ чухнех пултаруллă спортсмен пулнă. Шкул чысне тĕрлĕ ăмăртусенче хастар хÿтĕ-ленĕ. Уйрăмах çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупассипе малти вырăнсем йышăннă. Хастарччĕ, пĕрлехи ĕçшĕн çунатчĕ.

Çыннине кура, тупăшу та питĕ çивĕч иртрĕ. Кашни хутшăнакан Алеша сăн ÿкерчĕкĕ умĕнче, çĕнтерÿшĕн талпăнчĕ. Çапах та «Чи пултарулли» ята пысăк опыт пухнă В.Саперов çĕнсе илчĕ.

Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене В.Гордеевпа М.Алексеев пайларĕç.

Алексей Иванова 2022 çулта мобилизаци йĕркипе СВОна илсе кайнă. Гвардейски мотострелковăй полкра пулеметчик пулнă. Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Жуков медалĕпе наградăланă. Шел пулин те, мăшăрĕпе ачи, тăванĕсем Алексей Васильевича сывă кĕтсе илеймерĕç. Сăмах май, унăн пиччĕшĕ Николай ятарлă çар операцийĕнче малтанхи кунсенченех çапăçать.

«Çĕршыв хÿтĕлевçисен ячĕпе малашне те асăну турнирĕ-сем ирттерĕпĕр,— терĕç ентеш-спортсменсем. — Çапла майпа та вĕсем пирĕн, çитĕ-некен ăру асĕнче пулĕç».

Сергей КИРИЛЛОВ,

шкул директорĕ

Поделиться:
Распечатать