1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 18 Апрель 2025 г.
11 апреля 2025 г. 9:53

Пÿрт умĕнчи йăмра

 

Чăваш ялĕсем йăмраллă. Çырма-çатра çурăласран, пушартан сыхлать тенĕ авалах. Çавăнпа йăмра лартса ÿстернĕ. Эпĕ çуралса ÿс- нĕ пÿрт умĕнче те лаштра йăмра ларатчĕ. Хĕллехи çил-тăманлă каçсенче йăмра турачĕсем чÿречерен шаккатчĕç. Асанне вара васкасах пÿрт умне тухатчĕ. «Микула килчĕ пулĕ. Хапхана шаккать»,- тесе алăк патнелле васкаса утатчĕ. Микула пирĕн атте, унăн чи кĕçĕн ывăлĕ, вăрçăра вилни çинчен хут килнĕччĕ. Асанне ĕненмест вăл хута, Микула таврăнатех тесе ывăлне кĕтет. Хĕл иртет, çуркунне çитет. Атте çук та çук. Шăнкăрчсем вĕçсе çитрĕç. Асанне шăнкăрчсене кĕтет. «Куçма, шăнкăрчсем çитрĕç, йăвине йышăнчĕç»,- тетчĕ шăнкăрчсемпе пĕрле юрласа. «Куçма шăнкăрч йăвине йăмра çине çакрĕ. Кĕтетчĕ вĕсене»,- тетчĕ ассăн сывласа. Куçма - асанне ывăлĕ, йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Асанне çапах та кĕтет хăйĕн ывăлĕсене. Атте вăрçăран таврăнаймарĕ. Куçма тете ял масарĕнче лăпкăн çывăрать. Асанне хăй те ăсанчĕ ял масарне. Тепĕр темиçе çултан йăмра та ватăлса тÿнчĕ. Ун вырăнне çĕнĕрен йăмра лартрăмăр. Ÿстĕр йăмра пÿрт умĕнче.

Поделиться:
Распечатать