• Етĕрне район хаçачĕ «Ĕç ялавĕ» тухма пуçланăранпа 95 çул çитнĕ. Çав ятпа хаçатра ĕçлекенсене ЧР Цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Степанов, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Мурайкин, Етĕрне округĕн пуçлăхĕ Станислав Трофимов саламланă, журналистсене, обществăлла корреспондентсене кулленхи пулăмсене тĕрĕс çырса кăтартнăшăн, чуна парса вăй хунăшăн, пĕрлехи ĕçре çитĕнÿсем тума пулăшнăшăн тав тунă, хисепе тивĕçнисене наградăсемпе чысланă.
• Чăваш Республики хула хутлăхĕн пахалăхĕн индексĕпе Атăлçи округĕнчи чи лайăх пилĕк регион шутне кĕнĕ, 2024 çул кăтартăвĕсем тăрăх пирĕн республика рейтингра 220 балл пухнă. Шупашкар вара, 243 балл пухса, «Пысăк хуласем» категорире иккĕмĕш йĕркене йышăннă. Çакна та палăртар: 2023 çултанпа республикăн мĕнпур тăхăр хули пурăнма хăтлисен йышне кĕнĕ.
• Иртнĕ эрнере Шупашкарта Раççей Патшалăх Думин Аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕ «Агропромышленноç комплексĕпе ял территорийĕсене аталантармалли саккунсен Федераци Атăлçи округĕн тĕслĕхĕнчен тухса тăракан аспекчĕ-сем» темăпа «çавра сĕтел» хушшинчи калаçу ирттернĕ. Ăна комитет председателĕ Владимир Кашин ертсе пынă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев 2020—2024 çулсенче АПКна тата ялсене аталантарас енĕпе тунă ĕçсемпе паллаштарнă. Чăваш Енре шута илнĕ çынсен 35 проценчĕ ялсенче пурăннине тĕпе хурса, ял çыннисен пурнăçĕн пахалăхне ÿстерме вырăнсенче вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, культура учрежденийĕсене вăйлатрăмăр, социаллă пурнăçа, çулсене, ытти сферăна чылай лайăхлатрăмăр, тенĕ регион Пуçлăхĕ.
• 2025 çул пуçланнăранпа республикăра нумай ачаллă 98 çемье, çак шутра пирĕн округри 3 çемье, çĕр лаптăкĕ вырăнне паракан тÿлев илмелли ирĕкпе усă курнă тата тепĕр 5-шĕ заявлени панă, терĕ Тăвай округ администрацийĕн çак енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Наталия Геннадьевна Шумакова. Асăннă тÿлев виçи, хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, 250 пин тенкĕпе танлашать.
• Республикăра пурăнакансен 61 проценчĕ спортпа туслă. Физкультурăпа спорт сывă наци йĕркеленине, спорт организацийĕсем, тĕрлĕ предприяти ертÿçисем çынсене сывă пурнăç йĕркине явăçтарассипе нумай ĕç тунине палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Республикăра 5 çулта 51 спорт объекчĕ хута янă, 47-шне юсаса çĕнетнĕ. Халăха спорт объекчĕсемпе тивĕçтерес енĕпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнче — пĕрремĕш, Раççейре саккăрмĕш вырăнсенче.
• ГТО комплексне пурнăçлас енĕпе пирĕн республика Пĕтĕм Раççейри рейтингра 6-мĕш вырăн йышăнать. Чăваш Енри 45 пин ытла çын ГТО паллиллĕ пулнă. Ку юхăмра пирĕн Тăвай округĕ те хастаррисен шутĕнче, ГТО комплексне пурнăçа кĕртессипе республикăра çуллен малти вырăнсене йышăнать.
• Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви Паттăрлăх çулталăкне тата Çĕнтерÿ пулнăранпа 80 çул çитнине халалласа «Тимлĕ пул — сывлăха упрама вĕрент» проект пуçарнă. Унпа килĕшÿллĕн тухтăрсенчен тăракан йыш ветерансен сывлăхне тĕрĕслемешкĕн эрнесерен округсене çула тухать. Проект пулăшнипе «Сывлăх шкулĕ» те ĕçлет.
Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ