Мăнкун — çутă та чаплă уявсенчен пĕри. Праçник умĕн пурте кил-çурта тасатса тирпейлеççĕ, тутлă апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Мучарти Кузьмапа Демьян ячĕллĕ чиркÿре (настоятелĕ Леонид Бараматов) уяв умĕн юсав ĕçĕсем иртрĕç.
Сăрласа илемлетессипе тимленипе пĕрлех, ытти ĕç те нумай тунă. Тăрмăш ялĕнчи Валентина Петровна Герасимовапа ывăлĕн Никитан харсăрлăхне уйрăммăн палăртас килет. Питĕ вăр-вар, çÿллĕ маччана (12 м) пусма тăрăх йăпăр-япăрах хăпараççĕ, типтерлĕ ĕçлеççĕ. Тĕлĕнсе тăратăн вĕсен çыпăçуллă аллисенчен. Леонид атте куллен килĕн- чен кайса илсе леçсе хучĕ вĕсене. Сăрлас ĕç вĕçленсен Татьяна Красновапа Наталия Гудожникова турăшсене тасатса вырнаçтарчĕç, çав вăхăтра Евгения Ситулина, Ирина Шибалова, Татьяна Жаркова, Ольга Жаркова чÿречесене тасатса çап-çутă турĕç. Сергейпа Николай Шибаловсем, Николай Жарков пусмана куçарма-пуçтарма тата ытти ĕçсене тума пулăшса тăчĕç.
Растворпа ĕçленĕ çĕрте Вăрманхĕрринчи Валерий Андреев ăста пулчĕ. Игорь Пугачев, Лариса Меркушина, эпĕ хам та кашни кунах чиркÿри пулăшу ĕçĕсене хутшăнатпăр. Мĕн юсав вĕçленичченех пĕрре те юлмастпăр. Юсав тума укçан пулăшакансем те пур.
Сăрласа тасатнă чиркĕве кĕрсен халĕ хитре-çке. Леонид атте сăваплă ĕçе хутшăнакансене Турă пиллĕхĕпе ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Валентина ЛАВРОВА,
Мучар ялĕ