Тăвай шкулĕнчен вĕренсе тухнă, ятарлă çар операцийĕнчен кĕске отпуска килнĕ Алексей Сергеев 4 тата 11 классенче вĕренекенсемпе тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче çамрăк салтак хальхи çар çыннин çирĕп ÿт-пĕвĕпе кăна мар, тарăн пĕлÿллĕ, темле кăткăс лару-тăрура та хăвăрт та тĕрĕс йышăнусем тума хатĕр пулмаллине палăртнă. Çавăн пекех фронтри салтаксене мораль енĕпе пулăшу питĕ кирли çинчен те чарăнса тăнă. Вĕренекенсене чĕререн çырнă çырусемпе открыткăсемшĕн тав тунă, салтаксем вĕсемшĕн хавхаланнине, пăлханса вуланине пĕлтернĕ.
Алексей Сергеев паян ятарлă çар операцийĕнчи салтаксен паттăрлăхĕ-пе мăнаçланма чĕнсе каланă. Çапăçу хирĕнче юлташлăх, пĕрлĕх туйăмĕ пысăккине çирĕплетнĕ.
Хăй пирки кĕскен каласан, Алексей шкулта вĕреннĕ чухнех обществăлла ĕçсенче активлăх кăтартнă. КВНсенче, ытти конкурссенче вăл хутшăннипе шкул команди мала тухни, спорт ăмăртăвĕсенче çитĕнÿсем тунине палăртнă Ирина Витальевна Порфирьева тата ытти учительсем. Ачасем нумай ыйту панă СВО салтакне. Темĕн те интереслентернĕ вĕсене, çар техники те, паттăрлăх тĕслĕхĕсем те...
«Çĕнтерĕве çывхартма тыл пысăк ĕç тăвать. Эсир те, шкул ачисем, аслисемпе пĕрлешсе тÿпе хыватăр, тĕрлĕ ĕç пурнăçлатăр. Çакна хам курса ĕнентĕм,— тенĕ А.Сергеев. — Эпир вара çĕршыва хÿтĕлетпĕр. Ку пирĕн тивĕç».
Çапла иртнĕ паттăрлăх урокĕ- тĕлпулу СВОри салтакпа хăй пĕлÿ илнĕ тăван шкулта.
«Киле ырă-сывă таврăнăр. Вăрçă чарăнтăрччĕ хăвăртрах»,— тесе ăсатнă çĕршыв хÿтĕлевçине ачасем.
Раиса ШУМОВА