1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 18 Апрель 2025 г.
11 апреля 2025 г. 9:48

Таврапĕлÿçĕсем канашланă .

 

 

Тăвайри краеведени музейĕнче таврапĕлÿçĕсен тĕлпулăвĕ иртнĕ. Çавра сĕтел хушшинче Тăван çĕршыв историне тĕпчес, культура еткерлĕхне упрас, аталантарас ыйтусене сÿтсе явнă.

Кунти халăх музейĕн заведующийĕ Владимир Федоров тата Тушкил шкулĕ çумĕнчи музей ертÿçи Валерий Петров аваллăх çÿпçисен ĕçĕ-хĕлĕ тата планланă мероприятисем çинчен каласа панă. Кăçалхи ĕç-хĕлсенчен ытларахăшне Çĕнтерÿпе патриотлăх паллипе ирттерме палăртнă.

Татьяна Манишева библиотекарь округри вулавăшсен таврапĕлÿçĕсем çинчен чарăнса тăнă, çавăн пекех «Раççейĕн тĕрленĕ картти» («Вышитая карта России») çĕнĕ кĕнекипе паллаштарнă. Асăнса хăвармалла, «Раççейĕн тĕрленĕ картти» проекта Чăваш Республикин Правительстви 2022 çулта пуçарса янăччĕ, халĕ экспонат Чăваш наци музейĕнче упранать.

Евгений Школьников тав-рапĕлÿçĕ П.Хусанкайăн «Магнитту» поэмăн (1933) пĕрремĕш кăларăмне музее парнеленĕ. Ку кĕнеке çинче поэтăн автографĕ те пур. Унсăр пуçне вăл 1963 çулта Тăвай ялĕнче тупнă авалхи сунар хатĕрне кăтартнă (копье-рогатина). Краевед çывăх вăхăтра ăна экспертизăна ярса, унăн историне тарăнрах тĕпчесе пĕлес шухăшлă.

Татьяна МАНИШЕВА

Поделиться:
Распечатать