Тавралӑха тасатса тирпей-илем кӗртес тӗллевпе ҫулсеренех субботниксем йӗркелеҫҫӗ. Йӑнтӑрчӑ ял территорийӗнче пурӑнакансем те.
Халĕ шăпах округра ку тĕлĕшпе икуйăхлăх пырать.
Иртнӗ канмалли кунсенче Улянкӑра пурӑнакансем йышлӑн тухрӗҫ урамсене тирпейлеме. Малтанах Аслӑ Отечествӑлла вӑрҫӑра вилнӗ паттӑрсене асӑнса лартнӑ палӑк тавра пуҫтарчӗҫ. Унтан ача-пӑча площадкисен территорине хӑтлӑх кÿчӗç. Афган тата чечен вӑрҫисенче пуҫ хунӑ паттӑрсене Володя Семенова тата Александр Осипова асӑнса унти аллейӑсен территорине тасатма та нумайӑн хутшӑнчӗҫ. Ял урамӗсен хушшисене, ҫул хӗррисене те ҫÿп-ҫапран тасатрӗҫ.
Тирпейлӗх хамӑршӑн. Пурте хаваслӑ кӑмӑлпа ӗҫлерӗҫ. Ҫанталӑкӗ те вӗсене хавхалантарса пычӗ.