1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 29 Апрель 2025 г.
11 апреля 2025 г. 9:47

Тивĕçлĕ канура та — активлă пурнăçпа

 

Пăлхавăшни кунĕнче чуна питех те çывăх Вăрманхĕрри ялĕнче пулма тÿр килчĕ. Район центрĕнчен аякрах мар вырнаçнă ялта манăн атте çут тĕнчене килнĕ. Ĕлĕкрех кунта питех те ырă кăмăллă асаттепе асанне пурăнатчĕç, пĕчĕкрех те улăм витнĕ пÿртре. Юнашарах вĕсен сад-пахчийĕччĕ, пире, ача-пăчана, улма-çырлапа илĕртетчĕ. Мĕн чухлĕ утман-ши тăвалла хăпаракан çулпа «Ача амăшĕн Мухтавĕ» медале тивĕçнĕ Кулюк асаннепе Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен аманса таврăннă Лексантăр асатте патне?

Ку аса илÿ кăштах айккинелле пăрса ячĕ-ха шухăш-кăмăлăма. Алçырура асăннă ялта кун кунлакан хисеплĕ çын, ĕç ветеранĕ, Геннадий Игнатьевич Сергеев çинчен каласа кăтартас килет. Сăлтавĕ те пур: ака уйăхĕн пиллĕкмĕш кунĕнче ентешĕмĕр тус-тăванĕсемпе, çывăх çыннисемпе тулли кĕрекере пухăнса 75 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Эпир те, АПК ветеранĕсен округри уйрăмĕн пайташĕсем, союз ретĕнче тăракан юлташа пурнăçри çак паллă кунпа саламлама васкарăмăр. Ленин урамĕнче вырнаçнă капмар çурт умĕнче пире юбиляр, унăн ывăлĕ Сергей, мăшăрĕ Зинаида Васильевна ăшпиллĕн кĕтсе илчĕç. Кил хуçи, çамрăклăхра строитель специальноçне алла илнĕскер, çемйипе пĕрле çирĕп хуçалăх çавăрнă. Пур çĕрте те йĕркелĕх хуçаланать, ватлăхра хăтлă пурăнмашкăн пурте çителĕклĕ.

Юбиляра АПК ветеранĕсен округри уйрăмĕнчен тата республикăри организацинчен саламланă май, уйрăм ертÿçи Н.И.Иванов Геннадий Игнатьевичăн кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Вăл Вăрманхĕрри ялĕнче 1950 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче колхозниксен йышлă çемйинче çуралса ÿснĕ. Каламасăрах паллă, ашшĕ-амăшĕ ачисене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Ĕçпе пиçĕх- се ÿсни Геннадие малаллахи пурнăçĕн- че те витĕм парса тăнă. 1965 çулта 8 класс пĕтернĕ чăваш каччи Калининград облаçĕнчи пĕр училищĕне çул тытать. Ĕçе те çавăнтах пуçлать, монтаж управленийĕнче, строительство трестĕн-че алла илнĕ специальноçсемпе вăй хурать, кунтах каçхи майпа вăтам шкулта ăс пухать. 1970 çулта Шупашкара килет, вăтам шкулшăн тĕрĕслеве ăнăçлă тытса техникума вĕренме кĕрет. Кĕр çитсен, яша çар ретне илеççĕ, пултарулăхне кура кĕçĕн командирсен шкулне вĕренме яраççĕ. Малаллахи служба унăн Караганда облаçĕпе çыхăннă. Çамрăка взвод командирĕн строительство енĕпе ĕçлекен заместителĕ пулма шаннă. Çар тивĕçне татсан Геннадий тăван республикăна таврăнать, тимĕр-бетон конструкцийĕсен Шупашкарти заводĕнче, унтан Канашри çул-йĕр участокĕнче мастерта тăрăшнă. 1978—1985 çулсенче Г.И.Сергеев коммуналлă хуçалăх предприятийĕнче (Тăвай ялĕ) мастер-строительте, 1985—1991 çулсенче Тăвай райповĕн председателĕн строительство ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕн- че вăй хунă.

1990 çулта Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетне вĕренсе пĕтерет. 1991—1994 çулсенче вăл — «Строитель» пĕчĕк предприятин директорĕ, 1994—2000 çулсенче — ММПП ЖКХн мастер-строителĕ. Ун хыççăн Геннадий Игнатьевича çак организацин директорĕ пулма шанаççĕ. Район центрĕн-чи коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсене вăхăтра тата пахалăхлă татса панинче унăн тÿпи курăмлă. 2001 çулта Г.И.Сергеева район Пухăвĕн депутачĕ пулма шаннă суйлавçăсем.

Юбилярăн малаллахи ĕçĕ çĕнĕрен йĕркеленнĕ «Водоэлектросеть» ОООпа çыхăннă. Мĕн пенсие тухиччен çак организацине ăнăçлă ертсе пынă, 70 çул тултарсан кăна юратнă ĕçĕнчен уйрăлнă.

Калаçу çăмхине сÿтсе, саламлама килнисем пĕрле ĕçленĕ çулсене аса илчĕç. Ăс-тăнра ялан нумай информаци тытакан аксакал Михаил Яковлевич Яковлев кăсăклă самантсем çинче чарăнса тăчĕ. Геннадий Игнатьевич райпо председателĕн заместителĕнче ĕçленĕ вăхăтра М.Я.Яковлев парти райкомĕн иккĕмĕш секретарĕн- че тăрăшнă. Çĕнĕ çăкăр завочĕн çуртне хăпартма разнарядкăпа тата ялĕ-ялĕпе пуçтарса харăсах 25 каменщика тата 100 ытла тĕрлĕ ĕç тăвакана явăçтарма май килнĕ. Çакăн пек йышлă ушкăнпа, паллах, ĕç те кал-кал пынă.

Пĕрле килнĕ юлташĕсем — Н.И.Иванов, Н.П.Смирнов, А.А.Захаров, Л.К.Павлова юбиляра саламласа, нумай ырă сăмах каларĕç. Унăн пултарулăхне, тăрăшулăхне, сăпайлăхне палăртса, малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, çемьере телей, ĕçсенче ăнăçу сунчĕç.

Шупашкарти АПК организацийĕ тата вырăнти уйрăм Г.И.Сергеева Хисеп грамотисемпе тата асăнмалăх парнесемпе хавхалантарнă.

Г.И.Сергеев тĕрлĕ яваплă ĕçсенче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунине палăртрăмăр ĕнтĕ. Ĕçленĕ хушăра пысăк наградăсене тивĕçнĕ, 2019 çулта ăна «ЧР тава тивĕçнĕ энергетикĕ» хисеплĕ ятпа палăртнă. Республика Пуçлăхĕн Тавĕ, район администрацийĕн, промышленноçпа энергетика Министерствин тата тĕрлĕ организацисен Хисеп грамотисем нумай унăн.

Игнатьевсем икĕ хĕрпе ывăл кун çути парнеленĕ, тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ. Иринăпа Снежана Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ. Историпе реставраци тата патшалăх муниципалитет йĕркеленĕвĕ енĕпе специальноç илнĕ вĕсем. Ывăлĕ Сергей — «Энергосеть» ООО директорĕ. Пурте çемьеллĕ, ашшĕ-амăшне виçĕ мăнук парнеленĕ вĕсем.

Пирĕн юбиляр тулли пурнăçпа пурăнать. Çывăх çыннисемпе кил хуçалăхра тăрмашать, выльăх-чĕрлĕх пăхать, пахча çимĕç ÿстерет. Кăмăл-сипет енĕпе те пуян вăл. Çĕршыври, тĕнчери лару-тăрупа интересленет, истори саманчĕсене кĕнекесем урлă тишкерет. Хăйĕн çемйипе хуçалăхра пысăк мар музей йĕркеленĕ, ăна экспонатсемпе пуянлатсах пыраççĕ. Çапла чăваш халăхĕн эткерлĕхне упрама ыттисене хавхалану кÿреççĕ. Геннадий Игнатьевич Вăрманхĕр-ри-Чÿкçырми ялĕсенче пулса иртекен ĕç-пуçа яланах хутшăнма тăрăшать. АПК ветеранĕсен вырăнти уйрăмĕн ĕçĕнче малашне те хастар пулма сунар ăна.

Людмила ПАВЛОВА

Поделиться:
Распечатать