Серафима Кирилловнана эпĕ атте — Иван Петрович Гладков майăн пĕлетĕп. 1944 çулта Ленинград блокадинчен аманса, госпитальте чылай хушă сипленсе хăрах алăпа киле таврăннă хыççăн атте ялта вун тăватă çул пĕр отпусксăр-мĕн-сĕр магазин заведующийĕн- че ĕçлерĕ. Мăнаçланма пултаратăп — лайăх ĕçленĕ вăл. Краççын илме ун патне таврари ялсенчен те килетчĕç. Вăрçăра та орден-медале тивĕçнĕ. Серафима Кирилловна вара, Лачкасси хĕрĕ, Шупашкарти суту-илÿ техникумне пĕтернĕ хыççăн 1945—1957 çулсенче пирĕн-пе кÿршĕллĕ ялта — Кармалти лавккара сутуçăра тăрăшнă. Çавăн чухне çывăх паллашнă вĕсем, пĕр-пĕрне пулăшнă. Кайран та туслăха çухатман, астăватăп, аттепе тăтăшах Тăвайри универмага Серафима Кирилловна патне кĕрсе тухаттăмăр. Вăл 84 çул пурăннă. Универмаг заведующийĕнче Александр Михайлович Михайловчĕ (Кушкăсем).
— Ĕмĕр тăр-шшĕпех типтерлĕ, лайăх ĕçленĕ вăл сутуçăра, унтанах пенсие тухнă, хăй 1922 çулта çуралнă,— терĕ Тăвай райпо председателĕ пулнă Римма Петровна Петрушкова, Серафима Кирилловна пирки сăмах хускатсан.
Андриян Григорьевич Николаев вара 1929 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕр- вăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Пĕрремĕш хут вăл 1962 çулта космоса çĕкленнĕ, 4 талăк вĕçнĕ, иккĕмĕш хут 1970 çулта «Союз-9» космос карапĕпе Виталий Севостьяновпа пĕрле уçлăха тухнă, 18 талăк пулнă космосра. 1974 çултанпа — космонавтсем хатĕрлекен Ю.А.Гагарин ячĕллĕ центр начальникĕн пĕрремĕш заместителĕ, пĕр вăхăтрах РСФСР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă. 1981 çулта СССР Патшалăх премине тивĕçнĕ. Космоспа çыхăннă виçĕ кĕнеке авторĕ.
Вăл 75 çулта 2004 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ, ун чухне вăл Пĕтĕм Раççейри ялти V çуллахи спорт вăййисен тĕп суд- йи пулнă.
Ырă ĕçсем манăçмаççĕ, кайран та пурнăçа тăсаççĕ.
Иван ГЛАДКОВ