Округра Аслă Çĕнтерĕве халалланă акцисем иртеççĕ. «Çĕнтерÿ чÿречисем» акцие хутшăнса, Тăрмăш шкулне кĕнĕ çĕрти пысăк чÿ-речесем çине «2025 çул — Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ» тесе çырни, мир кăвакарчăнĕсене вĕç-терни, ытти патриотла темăллă картинăсем аякранах курăнаççĕ, вăрçă паттăрĕсемшĕн мă-наçлăх çуратаççĕ.
Енĕш Нăрваш шкулĕнче те Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейне хатĕрленсе чÿречесене ачасен асĕнче юлмалла, вăрçă çулĕсенчи пулăмсемпе çыхăнтарса кăтартнă.