1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 12 Май 2025 г.
21 апреля 2025 г. 10:59

Çĕнтерÿ уявне чаплăн паллă тумалла

 

Çар парачĕ, «Вилĕмсĕр полк», уяв салючĕ тата ытти нумай мероприяти. Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине уявлама хатĕр- ленетпĕр. Çапла пĕлтернĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче.

Çĕнтерÿ кунĕнче Республика площадĕнче 12 сехетре Шупашкарти территори гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕн подразделенийĕсем тата автомобиль колонни хĕç-пăшалпа тата çар техникипе иртĕç. Çавăн пекех — республикăри предприятисенче кăларакан техника колонни те.

Парада малалла наци библиотекинчен пуçласа Хĕрлĕ площадьре вĕçленекен «Вилĕмсĕр полк» тăсать. Хĕрлĕ площадьре кунĕпех уяв концерчĕ пырĕ. Мероприяти финалĕ Шупашкар тÿпине 22 сехетре илем кÿрекен Çĕнтерÿ салючĕ пулса тăрĕ.

Аслă Çĕнтерĕве халалланă акцисемпе мероприятисем апрель уйăхĕнче пуçланнă. Шкулсенче «Çĕнтерÿ ялавĕ патĕнчи часовой» акци, çамрăк армеецсен «Зарница» вăййисем иртеççĕ.

Республика Пĕтĕм Раççейри акцисене те хутшăнать.

Поделиться:
Распечатать