Çăва тухсан çулсене юсасси малти плана тухать. Д.И.Федоров предпринимателĕн ĕç бригади çулсем çинчи шăтăк-путăксене саплассипе малалла ĕçлет.
Хальхи вăхăтра «Тăвай—Чутей—Кайпăç»—Амалăх» асфальт çулĕн участокĕсенче юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Пĕтĕмĕшле планланă ĕçсен лаптăкĕ 6000 тăваткал метрпа танлашать. Округ администрацийĕ палăртнă ĕçсене пурнăçланине контрольте тытать.
Хамăр инф.