Округ центрне Тăвайне Амалăх ялĕнчен çитсе килме çăмăл мар. Уйрăмах ватă çынсене. Çавăнпа Зинаида Кирилловна Гурина собеса кĕрсе пăхма, «Вăрçă участникĕсен ачисем» удостоверени пурри çинчен пĕлме ыйтрĕ. З.К.Гурина Чутейри магазинта ĕçлесе канăва тухнă. Мăшăрĕ те пĕрле тăрăшнă.
Унăн ашшĕ, Кирилл Матвеевич Матвеев, вăрçă пуçланиччен учитель тата шкул директорĕ пулнă ялта. 1934—1938 çулсенче Тĕмер шкулĕнче директор ĕçĕсене пурнăçласа пынă. 1942 çулта хăй ирĕкĕпе вăрçа тухса кайнă. Сталинграда хÿтĕленĕ чухне хаяр çапăçура пуçне хунă. Кирилл Матвеевича Волгоградран инçе мар Горный поселокра пытарнă.
Ачисем тата мăнукĕсем çакăн çинчен малтан нимĕн те пĕлмен. «Шырав» ушкăнĕн-чи тĕпчевçĕсем паттăрсен вилтăпри çинчи хушаматсене «йĕрлеме» пуçланă. Çавăн чухне пĕлнĕ те вĕсем Амалăхри хăюллă воин çинчен. Çывăх çыннисем патне часах хыпар çитернĕ. Халĕ çĕнтерÿ кунĕсенче е ытти чухне кукашшĕне пытарнă вырăна тăтăшах кайса килеççĕ мăнукĕсем. Иртнĕ çул эпĕ те вĕсемпе пĕрле Волгограда çитсе куртăм. Унта, Горный поселокра, мрамортан çĕнетсе тунă палăк çинче Матвеев Кирилл Матвеевич тесе çырнине тупрăмăр, чечексем хутăмăр.
«Родина — мать зовет!» палăк Мамаев курганĕ çинче вырнаçнă. Вăл таçтан аякран курăнса тăрать. Унта çитме сăрт çине чылай хăпармалла. Чи çÿлте тем пысăкăш палăксен комплексĕ. Ăна курсан чун-чĕре пăлханать, кăмăл-туйăм çĕкленет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерĕве пирĕн салтаксем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çав тери хăрушă çапăçусенче çĕнсе илнĕ.
Асаттесен паттăрлăхĕ, вĕсен çĕнтерĕвĕ паянхи пурнăçра вăрçă участникĕсен ачисене те, пире, мăнукĕсене тата пулас ăрусене, малаллах талпăнма чĕнет, вăй-хăват парса тăрать.
Луиза НИКОНОВА вĕрентекен,
Николай АФАНАСЬЕВ ячĕллĕ Тĕмерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул