1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 10 Май 2025 г.
21 апреля 2025 г. 11:18

Мăнкун — пысăк уяв

 

Иисус Турă чĕрĕлни — пурнăç пуçласа вилĕме çĕнтерни. Çапла пулнă ку. Вилнĕ хыççăнхи виççĕмĕш кун каçхине, шăматкун, ĕненÿ вăйĕ пулăшнипе Иисус Христос Туррăмăр чĕрĕлнĕ. Сасартăк çĕр чĕтренме пуçланă, пĕлĕтрен Пирĕшти аннă, Туррăмăр тупăкĕн алăкĕ çине пусса, кăштах ватнă. Вăл çиçĕм евĕрлĕ çутă пулнă, тумĕ шап-шурă юра аса илтернĕ. Тупăк умĕнчи хуралçăсем çакна курсан хăранипе тарса пĕтнĕ.

Шăматкун канлĕхĕ вĕçленсен, ирех Мария Магдалина, Мария Иаковлева, Иоанна, Саломия тата ытти хĕрарăмсем христиансен ырă шăршăллă имçамне (миро) илсе Иисус Христос тупăкĕ патне кайнă. Тупăка хупиччен унăн ÿтне миропа сĕрме ĕлкĕреймен пулнă иккен. Мария Магдалина миронисца чи малтан курнă тупăк алăкĕ кăштах ваннине, Петĕр- пе Иоанн патне чупса пырса çакăн пирки пĕлтернĕ. Вĕсем патне Пирĕшти пынă. «Ан хăрăр. Эсир Иисуса шыратăр. Вăл кунта çук, чĕрĕлнĕ вăл. Туррăмăр выртнă тĕле пырса пăхăр»,— тенĕ. Хĕрарăмсем хăранипе пуçĕ-сене уснă. «Вилнисем хушшинче ан шырăр чĕррине. Вăл кунта çук. Галилейăра пулнă чухнех каланă вăл сире çакăн пирки»,— пĕлтернĕ вĕсене ытти пирĕштисем.

Мăнкун кашни çулах вырсарникуна лекет. Аслă шăмат кун çăмарта хĕретнĕ. Мăнкун ирĕнче хĕвел вылять, тенĕ. Вăл нихçанхинчен çутă, йăлтăртатса тухать. «Христос чĕрĕлнĕ! Христос чĕрĕлнĕ! Христос чĕрĕлнĕ!»— тесе пĕр-пĕрне уяври çынсем савăнса саламлаççĕ, «Чăн чĕрĕлнĕ!»— тесе хуравлаççĕ.

Уяв эрнене пырать.

Поделиться:
Распечатать