1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 12 Май 2025 г.
21 апреля 2025 г. 10:57

Олег Николаевăн пресс-конференцийĕ

 

Апрелĕн 17-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн йăлана кĕнĕ çулленхи пысăк пресс-конференцийĕ иртнĕ.

Ку вăл шучĕпе улт- тăмĕш пресс-кон-ференци. Унта республикăн пилĕк çулхи тата 2024 çулхи аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программинче палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртмелли çул-йĕрсемпе паллашнă, обществăпа политика пулăмĕсем çинчен калаçнă. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев нумаях пулмасть Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулнă. Çавăн чухне регион ертÿçи хăй каласа панинче иртнĕ пилĕк çуллăхри çитĕнÿ-семпе малашлăх плансем çине пусăм тунă. Республикăн экономика кăтартăвĕсем малти вырăнта — регионăн шалти продукчĕн ÿсĕмĕ юлашки пилĕк çулта 1,85 хут ÿснĕ. Ытти енĕпе те ăнăçусем курăмлă. Экономикăн çулленхи ÿсĕмĕн социаллă кăтартăвĕ — Чăваш Енре пурнăç шайĕ çĕкленни. Тĕрĕссипе, пур отрасль те малалла аталаннă. Республика Пуçлăхĕ регионта 2020 çулта ĕçлеме пуçланă, çак хушăра республика унта пурăнакансен шанăçĕ çине таянса çирĕп аталану çулĕ çине тухма пултарнă. Вак тата вăтам, пысăк бизнеспа, республикăра пурăнакансемпе тачă çыхăнса ĕçлени пысăк улшăнусем тума май панă. Кашни пĕлтерĕшлĕ бизнес-идейăна вăхăтра пурнăçа кĕртме тăрăшнă. Экономика ăнăçăвĕ-сен никĕсĕ — инвестицисем тата республикăн лайăх экологи фонĕ. Ялсенче пуçару бюджечĕн программи лайăх аталанать, çынсен пурнăç пахалăхне ÿстерет. Кадрсен резервне туса хурассипе çине тăрса ĕçлемелле. Паян ĕнерхи пек çеç ĕçлемелле мар, улшăнса-урăхланса, вăйланса пымаллине палăртнă Олег Николаев. Çак тĕллевпех республика аталанăвĕн 2030 çулчченхи программине туса хатĕрленĕ. Малти планра — халичченхинчен те лайăхрах та ÿсĕмлĕ-рех, анлăрах ĕçлесси. Ĕç тени пĕлтерĕш- лĕ, унăн сумĕ пысăк.

Вăл журналистсен вăтăр ытла ыйтăвĕ çине хуравланă.

Поделиться:
Распечатать