1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 10 Май 2025 г.
21 апреля 2025 г. 11:16

Пĕр ĕмĕре хыçа хăварса...

 

Элпуçĕнчи Агафия Ильинична Алексеева апрелĕн 10-мĕшĕнче 100 çул тултарчĕ. Апла пулин те çамрăк чухнехи илемлĕхне çухатман вăл. Анчах урисем итлесшĕнех мар. Пĕр-ик çул каярах кăна-ха сухан мăйисем туса, çĕрулми шуратса пулăшнă, пĕчченех тухса çÿренĕ картишне. Халĕ кÿме çине ларма тивнĕ, ав. Çак çулта та килтисене хуçалăхра нимĕнпе те пулăшайманшăн чунĕ ыратать пулас. Малтанхи вăхăтра ĕçсĕр пурăнма хăнăхманскер: «Ĕç парăр алла»,— тесе те хăшкăлтарнă иккен.

«Нумай пурăнтăм. Çĕр çула çитрĕм. Тата пур-ши районта ман пек вăрăм кун-çуллисем?»— ыйтрĕ Укахье аппа калаçнă хушăра. «Тĕмерте Юлия Ивановна Чумышева пĕлтĕр 101 çул тултарчĕ, сирĕн пекех фронтовик арăмĕ. Кăçал Сăхăтпуçĕнчи Анна Алексеевна Наумова пĕр ĕмĕре çитет. Вăл та тыл ĕçченĕ»,— хуравлатăп япăх илтекен ватă çумнерех вырнаçса. Хĕрĕ Римма Аркадьевна та хутшăнчĕ калаçăва.

Нушине те сахал мар курнă, çухатусене те чăтăмлăн тÿссе ирттернĕ Укахье аппа. 12 çулта амăшĕсĕр тăлăха юлнă.

Çамрăклăхĕ хаяр вăрçă вăхăтĕнче иртнĕ. 1941 çул. Июнĕн 22-мĕшĕ. 16 çулхи Агафия аппăшĕн Варварин туйĕ, кÿршĕллĕ Вăрмар районне качча тухать. Çав вăхăтра ял çийĕн: «Вăрçă пуçланнă, вăрçă, нимĕçсем тапăннă»,— тени илтĕнсе тăнă. Укахьен те пурнăçĕ йывăрланнă, килти ĕç ун çине тиеннĕ. Аслă пиччĕшĕ Тимахви Мускавра ĕçленĕ, Петĕре вăрçа илсе кайнă, унтан таврăнайман, çапăçу хирĕнче пуçне хунă. Часах 17 çул та тултарман хĕрĕн Йăнтăрчă енне Хусан хÿтĕ- лев чиккине чавма кайма ят тухнă. Елизавета Сергеевна учительница та, ытти тантăшĕсем те шăннă çĕре такканă. Алăра мăкăльсем тухнă, тăм илсе пите чĕпĕтнĕ. Çапах чăтнă, нăйкăшман. Часах вĕрентекене повестка килнĕ. Ун хыççăн Агафия валли татах ĕç хушăннă. Вĕсен юнашарти тепĕр пÿрт- не «гостиница» пек усă курнă. Çар çыннисем çав вăхăтра унта пурăннă. Вĕсем валли апат пĕçермелле пулнă унăн.

«Хуçалăхри йывăр ĕç хĕрарăмсем çине тиеннĕ ун чух. Тыррине те, çĕрулмине те, выльăх апатне те пухса кĕртсе тирпейлемелле. Нумай пилĕк авнă, ĕçрен юлман»,— тет кинеми ассăн сывласа.

Пуçĕ çаврăннăран-ыратнăран ытлашши калаçтарас та килмест ăна. Мăшăрĕпе мĕнле пурăнни çинчен ыйтсан, çамрăклăхне аса илчĕ-ши, йăл кулса илчĕ, сăн-пичĕ татах çуталчĕ.

«Лайăх пурăннă. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса. Агаша тетчĕ ачашшăн мана. Ыттисем те ытларахăшĕ çапла чĕннĕ. Шел, 59 çултах пурнăçран кайрĕ, икĕ орденпа, медальпе таврăнчĕ фронтран»,— терĕ Агафия Ильинична.

Упăшки Аркадий Алексеевич элпуçсемех. Шкула йăлт пиллĕкпе пĕтернĕ каччăна тÿрех командирсем хатĕрлекен курса Свердловска янă. Пĕр çапăçура ураран йывăр аманнă, сипленнĕ хыççăн киле янă. Ял совечĕн председательне лартнă фронтовика. Çавăн чухне Аркади куç хывнă ĕçчен те сăпайлă пикене. 1944 çулта çемье çавăрнă. Кил пуçĕ те, Агафия хăй те ăçта хушнă çавăнта ĕçлеме кайма хатĕр пулнă. Мăшăрне 30 пинлисен шучĕпе «Красная Чувашия» колхоз председателĕ пулма ярсан, унти пахчаçăсен бригадинче тăрăшнă. «Йĕппи хыççăн çиппи тенĕ пек, аттене Йăнтăрчă шкул директорĕн ĕçне шансан, Йăнтăрчăра, парти райкомĕн-че пропагандăпа агитаци пайĕнче яваплă ĕç уйăрсан, çемье Тăвайĕнче пурăннă, анне типографинче ĕçленĕ»,— пĕлтерчĕ кĕçĕн хĕрĕ Римма Аркадьевна. Çапла Енĕш Нăрваш, Тăвай, Йăнтăрчă ялĕсенчи ĕç çулĕсем хыççăн Алексеевсем тăван яла Элпуçне таврăнса тĕпленнĕ. Аркадий Алексеевич маларах математика, ĕç урокĕсем ирттернĕ, юлашкинчен Элпуç шкулĕнче истори вĕрентнĕ, заочно майпа аслă пĕлÿ илнĕ.

Агафия чăх-чĕп фермине вырнаçнă. Ялта пекарня уçăлсан хастар хĕрарăма унта чĕнсе илнĕ. Юратнă ĕçе 16 çул чун туртăмĕпе, хавхаланса çÿренĕ. «Ывăннине пăхмасăр, чустана алăпа çăраттăмăр. Пĕтĕм вăя хунă. Каярах агрегат илсе килсен çăмăлланчĕ ĕç,— аса илчĕ иртнине Укахье аппа. — Пекарня заведующийĕ Илья Иванович Иванов Ураскассисемччĕ, мăшăрĕ Мелания Ивановна та пекарьччĕ, сатурччĕ. Таçтан та килсе илетчĕç эпир пĕçернĕ кăпăш çăкăра. Халăхшăн тăрăшни хăват парса тăнă пулĕ пире». Чăнах та, Элпуçсен çăкăрне черет тăрса туянатчĕç лавккасенче. Унăн тути паян кун та манăçмасть.

Кÿршисем те, ял çыннисем те ырă енĕпе анчах пĕлеççĕ Агафия Ильиничнана. Хăй вăхăтĕнче çемье выльăх нумай усранă, темиçе касула пулнă ялта. Çăва тухсан ĕнене кĕтĕве пуçласа кăларма, çăмăл алăллă тесе, Укахье аппана ыйтнă. Темле ĕçлĕ пулсан та, хаçат-журнал, кĕнеке вулама вăхăт тупнă. Астăвать-ха, кÿр- шĕ хĕрарăмĕсем алă ĕçĕ тунă вăхăтра «Ĕмĕр сакки сарлака» романа вуласа пама ыйтнине. Вăл ун чухне тин пичетленсе тухнă пулнă. Библиотекăра пурин валли те çитмен. Çавăнпа пухăнса та вуланă.

Аркадий Алексеевичпа Агафья Ильиничнан икĕ хĕрĕ те ашшĕ çулне суйласа, педагога вĕренсе тухнă. Галина, 1945 çулхи, Çĕмĕрле районĕнчи пĕр шкулта хими-биологи вĕрентсе, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Кĕçĕнни Римма Аркадьевна — Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕ, нумай çул çутĕç пайĕнче методистра тăрăшнă. Тăвайĕн- че нумайăшĕ паллать ăна. Агафия Ильиничнан 5 мăнукĕ те аслă пĕлÿ илнĕ, 8 кĕçĕн мăнукĕ те вĕсен çулĕ-пех талпăнаççĕ, халлĕхе виççĕшĕ вĕренеççĕ. Тăванĕн хĕрĕпе ывăлĕ, Ларисăпа Валера та, çывăх çынсем пулнă Агафия Ильиничнăшăн. Амăшĕ вырăнне хунă ăна. Калаçса ларнă хушăра 100 çулхи юбилейпе Вăрмара качча тухнă Варук аппăшĕн ачисем карас телефонпа шăнкăравласа саламларĕç. «Аппа 90 çул ытла пурăннă. Хуняма Фекла Никоноровна 92 çула çитсе вилнĕ. Вĕсенчен те иртсе кайрăм,— тет кинеми. — Телейлĕ эпĕ. Ачасем юнашар, Настя мăнукпа Саша кĕрÿ лайăх пăхаççĕ, ыттисем те». Çакна вара вĕсем патĕнче пулнă кун хам куçпа курса ĕнентĕм. Хулари пекех хăтлă вĕсен кил-çуртĕн-че. Шывĕ пÿртех кĕрет, çăвăнмалли кабина вырнаçтарнă. Анчах Укахви аппа чăваш мунчине юратать. Эрнесерен хутса тăраççĕ ăна.

Калаçу çăмхи сÿтĕлнĕ майăн, залра краватьпа юнашар пысăк арчана асăрхарăмăр. Качча кайнă чухнехиех иккен, 81 çул каяллахине лайăх упраса çак тарана çитернĕ. Аркадипе мăшăрланнă чухнехи туй çипуçĕсем те упранаççĕ унта. Мăнаçланать унти тупрапа. Мăнукĕсем ĕлĕкхи йăла-йĕр-кесене ăша хывса ÿснине курса савăнать. Апла ламран лама куçса пырĕ çемьере çирĕпленнĕ йĕркесем.

100 çулхи юбилей кунхине сумлă хăнасене йышăнчĕ ĕç ветеранĕ. Чăваш Потребсоюзĕн председателĕ Валерий Павлов юнашар ларсах кăмăлтан калаçрĕ. Çак ĕç тытăмĕнче 27-ĕн вĕсем, Укахви аппа пек вăрçă вăхăтĕн-че тылра тăрăшнисем. А.И.Алексеева вара вĕсенчен çулĕпе чи асли, ĕçĕпе сумли. Çавăнпа та пулĕ пĕр ĕмĕрхи юбилей савăнăçне пĕрле пайлама кăмăл тунă Чăваш Енри кооператорсен пуçлăхĕ. Вăл Раççей Центросоюз Совечĕн ертÿçин Тав çырăвне вуласа пачĕ. Темле йывăрлăха парăнтарса сăваплă пурнăç ĕмĕрленĕ Элпуçĕн-чи Агафия Ильиничнан пуян кун-çулĕ сăнланнă, вăл çитĕнекен ăрушăн чăн-чăн авторитетпа ырă тĕслĕх пулнине палăртнă унта. Уйрăлнă чух аллине ăшшăн чăмăртаса ырă сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕ Валерий Михайлович, çак самантра темшĕн вăл Укахье аппана амăшĕ вырăнне хунăн туйăнчĕ.

Агафия Ильинична килнĕ хăнасене пурне те пил парса ăсатрĕ. «Ырă çулпа çÿрĕр, ман пекех вăрăм кун-çуллă пулăр, ырă тума тăрăшăр»,— терĕ.

Раиса ШУМОВА

Поделиться:
Распечатать