Район хаçачĕ юратнă кăларăм пирĕншĕн, аслăрах çынсемшĕн. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн администраци çумĕпе тÿртен Ленин палăкĕ патĕнчен больница еннелле тухмалли çула хупса хунăран çĕнĕрен уçма çук-ши, тесе çырса янăччĕ.
Çыру пичетленчĕ, анчах нимĕнле хурав та пулмарĕ. Пире, ватă çынсене, çавраран çÿреме çăмăлах мар. СХТ территорийĕ енче пурăнакансем ыйтăва тивĕçлĕ органсем пĕрле çыхăнса татса парасса шанаççĕ.
Пирĕн сĕнĕве шута хураççех пулĕ, тетпĕр.
Тивĕçлĕ канури ватăсем