Çак кунсенче Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче пурăнакансене Енĕш Нăрвашри халăх театрĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă.
«Тĕнчере çĕр тĕрлĕ кĕнчеле» программăра камитсем, шÿтлĕ, лирикăллă, эстрада юррисем янăранă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ М.Федоров хут купăспа каласа залра ларакансене, «Катюша», «Идет солдат по городу», «Через две зимы», «Çурхи ăшă каçсенче» тата ытти чăваш халăх юррисене пĕрле юрлаттарнă. Куракансем хаваспах савăнăçлă кăмăлпа юрланă.
Программăна Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, халăх театрĕн режиссерĕ З.Васильева ертсе пынă. Вăл «Анне чĕри» сăвва хăйĕн илемлĕ сассипе вуланă май пухăннисем тарăн шухăша путнă, тен, хăйсен амăшĕсен сăнарĕсем куç умне тухнă. Кăçал Раççейре Çĕршыв хÿтĕ- левçин, Чăваш Республикинче Çĕнтерÿпе патриотизм çулĕ пулнă май, концерт программинче ятарлă çар операцийĕнче нацистсене хирĕç кĕрешекен салтаксене те аса илнĕ, Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çула халалласа патриотла юрăсем шăраннă. З.Васильева, С.Иванова, Т.Пурш, А.Алексеева «Элексир молодости», «Ялти пухура», «Логопед» тата ытти камитсенче выляса куракансен кăмăлĕсене хăпартнă. Артистсен кашни н