Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пирĕн ентешсем те йышлă. Пĕрисен мăшăрĕсем, ывăлĕсем, ашшĕсем, теприсен çывăх тăванĕсем, пĕлĕшĕсем çĕнтерĕве çывхартас тесе кĕрешеççĕ. Тăван çĕршыва, тăнăç пурнăçа хÿтĕлеççĕ.
Шел пулин те, паттăрла çапăçса пуç хунисем, хыпарсăр çухалнисем те çук мар. Вĕсене пирĕн нихăçан та манмалла мар. Паттăрсем — вилĕмсĕр!
Пирĕн округри ялсенче пурăнакансем салтаксене кирлĕ япаласемпе тивĕçтерес тесе сахал мар пархатарлă ĕç тăваççĕ. Вĕсен шутĕнче Çĕнĕ Ишпуçсем те. Паянхи кун тĕлне СВОна 35 хÿтĕлев тетелĕ хатĕрлесе панă. 175 çурта (окопра усă курмалли), 960 розжиг, 7 маскировка шлемĕ, 75 мăшăр çăм нуски, 4 мăшăр перчетке, 2 тельняшка (ăшши), пасар нускисем, пылак çимĕçсем... Хатĕр таварсене Пуянкассинчи Сергей Павловпа унăн юлташĕсем Украинăна илсе çитернĕ.
Маскировка сеткисем çыхнă çĕрте вăй хунисем: Ю.Сергеева, Г.Ларионова, Е.Федорова, Е.Николаева, Н.Морозова, О.Архипова, Т.Козлова, З.Никитина, В.Егорова, С.Григорьева, Р.Кормакова, Г.Иванова, Т.Джуманазарова, Г.Федорова, Н.Козлова, Л.Красновапа Л.Самсонова (ĕçе кайман кунсенче).
Сеткăсем çыхмалли станоксене В.Николаев, А.Большов, Н.Краснов ăсталанă. Маскировка шлемĕн каркасне Ю.Филимонов туса панă.
Ял халăхĕ те, кунта çуралса ÿснĕ, халĕ тĕрлĕ çĕрте пурăнакан çамрăксем те (Ю.Морозов пуçарăвĕпе), аслăрах çулхисем те кирлĕ материалсем илме укçан парса пулăшнă.
С.Данилова, А.Максимова окопра çуртасем лартмалли шуç савăт чылай пухса панă. Г.Егорова, З.Смолина, В.Максимова, Е.Скворцова тата ыттисем ăшă нускисем çыхнă. Хăш-пĕрисем лавккаран та илсе панă. Паянхи кун та ял-йыш салтаксем валли нускисем çыхать.
О.Архипова культура ĕçченĕ отпускра пулнă вăхăтра ушкăна педагогика ĕçĕн ветеранĕ Е.Николаева ертсе пынă.
Тата тепĕр ырă пулăм çинчен те асăнмасăр иртме çук. О.Архипова тăрăшнипе 5 сушилкăпа пахча-çимĕç типĕтсе салтаксене пысăк пулăшу кÿреççĕ. Малтанах çак кирлĕ ĕçе ялти культура çуртĕн- че ушкăнпа тунă пулсан, халĕ Ольга Васильевна килĕн-че пĕчченех ха- тĕрлет.
Ял-йыш пахча çимĕçпе ти- вĕçтерет.
И.Егорова, Джуманазарова, Г.Федорова, Ю.Филимонов вăхăтлăха панă сушилкăсемпе тата хăйĕннипе тĕрлĕ пахча çимĕç типĕтсе питех те кирлĕ те усăллă ĕç тăвать ыр кăмăллисен ушкăнĕн ертÿçи. 23 килограмм типĕтнĕ çĕрулми тата ытти пахча çимĕç ăсатнă та ĕнтĕ Шупашкарти «Домашняя кухня Чувашии» командăна. Çак волонтерсен ушкăнĕ 2024 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçланă. Типĕт- нĕ пахча çимĕçсенчен пĕрремĕш тата иккĕмĕш блюдăсем валли хатĕр пакетсем туса СВО салтакĕсем патне илсе çитереççĕ. Паянхи кун тĕлне 25 пин порци хатĕрлесе ăсатнă.
В.Никитин, А.Никитин, А.Федоров, Э.Шартов, В.Иванов типĕтнĕ çимĕçсене Шупашкара илсе çитернĕ. Ку ĕç те малаллах пырать.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕ-сенче Ишпуç хĕрарăмĕсем çĕрулми хырса пашалусем пĕçернĕ. Вĕсене миххе чиксе çунапа хĕл кунĕсенче Кармал урлă Шаккăла çурран туртса çитнĕ. Шаккăлтан Канашри салтаксем тăракан чаçе илсе çитернĕ, вĕсене хăналанă, хăйсем çыхнă ăшă алсишсем, чăлхасем парса хăварнă. Вăрçă çулĕсенче темиçе хутчен те çимеллипе те, ăшă тумтирпе те тивĕçтернĕ салтаксене ырă кăмăллă Ишпуç хĕрарăмĕсем. Çак сăваплă ĕç вĕсен мăнукĕсем çине куçнă. Тăван ял-йыш пĕр çын пек пулса май çитнĕ таран фронта пулăшать.
«Ку юлашки тетел пултăрччĕ, хă-вăртрах çĕнтерÿ çиттĕрччĕ тесе çыхатпăр кашнинчех»,— теççĕ тыл паттăрĕсем.
Фронтпа тыл пĕр пулсан çĕнтерÿ çитесси куçкĕретех.
Мария ПЕТРОВА, Çĕнĕ Ишпуç,
обществăлла корреспондент