Канаш хулинче «Тĕлĕнтермĕш шашка» вăййин республикăри фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ.
Ăна çак зонăри 7 команда хутшăннă. Округ чысне П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри вăтам шкулти спортăн çак тĕсне кăмăллакансем — Кирилл Михайлов, Дария Кондратьева, Павел Алексеев, Виктория Иванова (педагогĕ В.Г.Пастухов) хÿтĕленĕ. Хĕрÿ тупăшура команда виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ăс-тăн вăййинче вĕсем халиччен те пĕрре мар çĕнтерÿçĕсем пулнă.
Командăри 7 «б» класра вĕренекен Виктория Иванова вара фестивальти вăйăсенче никамран та çухату тÿсмен пĕртен-пĕр шашист. Вăл хăй ÿсĕмĕнче шашка-шахматла в