1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 10 Май 2025 г.
21 апреля 2025 г. 11:10

Выльăх-чĕрлĕхрен — ытларах продукци

 

2025 çул пуçланнăранпа пĕрремĕш квартал вĕçленсе тăваттăмĕш уйăх çине кайрĕ. Ку вăхăт шăпах ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем выльăх-чĕрлĕхе витесенче пăхса усранă тапхăрпа пĕр килчĕ. Çапла вара кăçалхи пĕрремĕш кварталта округри хуçалăхсем пурĕ пĕрле 4677, 7 тонна сĕт тата 142,4 тонна аш-какай туса илме пултарчĕç. Анчах çавă шел, сĕт туса илессипе иртнĕ çулхи пĕрремĕш кварталти шая çитеймен, пĕтĕмĕшле продукци хисепĕ 251,1 тонна пĕчĕкленнĕ, 5,1 процент чухлĕ чакнă. Кам-кам та, «Акконд-агро фирма» акционерлă общество та 170 тонна сахалрах суса илнĕ, умĕнхи çулхи ку тапхăртипе танлаштарсан, 92,1 процент шайĕнче юлнă пĕтĕмĕшле продукци калăпăшĕ. Халĕ вĕсен — 1992,1 тонна, пĕлтĕр вара 2162,2 тонна пулнă. Çапах та ку округри чи пысăк кăтарту. Сергей Илларионов хуçалăхĕн вăл — 1054,4 тонна, калăпăшĕпе иккĕмĕш. Çакă начар — чылай хуçалăхра выльăхсен йышĕ те, сăвăм та чакнă, ĕнесен продуктивлăхĕ пĕчĕкленнĕ, пăрусем сахалрах пăхса илнĕ. Çаксем пурте тухăçлăха чакараççĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсенче выльăхсене кирлĕ пек тăрантассине те йĕркелеймен. Пĕлетĕп ун пек коллективсене. Çавăнпа тепĕр хут аса илтерес килет: темĕн-ле лайăх ĕне те тивĕçлĕ тăрантармасан сĕт туллин антараймĕ, начарри вара пушшех те чакарса лартать. Нимĕн те тăваймăн — ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче. Çав паха продукцие вăл апатри тутлăхлă япаласенчен тăвать. Пĕлтĕрхи виçĕ уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 1986 килограмм суса илнĕ пулсан, кăçал — 1899 килограмм е 87 килограма яхăн катăкрах. Таблицăран курăнать ĕнтĕ, хăш-пĕрисен вăл тата та нумайрах чакса кайнă.

Аш-какая, телее, иртнĕ çулхинчен кая мар туса илнĕ, кăштах «плюсĕ» те пур. Çав вăхăтрах ку йышши продукци хисепне хушса пыма та резервсем çук мар. Çакна, ман шутпа, В.Грачев, С.Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕсен тĕслĕхĕ те çирĕп-летет.

Выльăхсене çăва кăлармалли тапхăр та çывхарсах пырать. Çавăнпа симĕс апатпа, ешĕл конвейерпа татти-сыпписĕр тивĕçтерес, çу уйăхĕсенче продукци туса илессине хăпартас, ăна май килнĕ таран ытларах туса илес тĕллев малти плана тухать.

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать