Кăçалтан вунтăхăр наци проекчĕ пурнăçа витĕм кÿрет, малалла аталанмалли никĕ-се çирĕплетет тата вăй хушать. Вĕсенчен пĕри — «Тухăçлă тата конкурентлă экономика». Ку вăл ÿсĕме хăвăртлатма май парать. Юлашки пилĕк çулта Чăваш Ен экономики 1,85 хут ÿснĕ, бюджет тупăшĕ — икĕ хут, республика дотациллĕ регион пулма пăрахнă. Республикăра çĕнĕ производствăсем хута кайнă, импорта хамăрăн продукципе улăштарас ĕçсем лайăх, хамăрăн тупăш калăпăшĕ нумай пысăкланнă, ял хуçалăхĕ палăрмаллах çĕкленнĕ, коопераци çыхăнăвĕсем сарăлаççĕ. Çаксем пурте çынсен пурнăç пахалăхне, вĕсен шалăвне тÿрремĕнех хăпартаççĕ.
Акă Шупашкарти «Манăн бизнес» центрта эпир маларах асăннă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăри промышленноç кластерĕсен ĕçченĕ-сем Раççейри кластерсен пĕрлешĕвĕн, технопарксен тата уйрăм экономика зонисен директорĕпе Михаил Лабудинпа тĕл пулни çинчен пĕлтерчĕç массăллă информаци хатĕрĕсем. Тĕп тема — промышленноç кластерне аталантарма, предприятисен конкурентлăхне ÿс- терме патшалăх енчен пулăшасси. Ку енĕпе Чăваш Енри промышленноç кластерне хутшăнакансем патшалăх пулăшăвĕн тулли майĕпе усă курма пултарнине палăртнă. «Вĕсене пулăшни — республика аталанăвне инвестицисем хывни. Çăмăллăхсем предприятисене производствăна аталантарма кăна мар, кластерсен технологи çыхăнăвне йĕркелеме, çĕнĕ рынока тухма та пулăшаççĕ. Чăваш Ен алăксем, фурнитурăсем кăларас тата машиностроени енĕпе çитĕнÿсем тăвать, кооперацие сарни вара çĕнĕ ĕç вырăнĕ-сем йĕркелеме, хушма укçа-тенкĕпе усă курма май парать»,— тенĕ вице-премьер — ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкарти электроаппарат завочĕн площадкинче иртнĕ экспорт канашĕн черетлĕ ларăвĕнче хăй регионăн коопераци, экспорт аталанăвĕпе кăмăллă пулнине пытарман. «Çакă вăл тупăш ытларах кĕни кăна мар вĕт, сăмах пирĕн продукци паха пулнине, ăна чикĕ тулашĕнче те хакланине кăтартса парать. Ку туртăма упраса хăвармалла, хушма вăй памалла», тенĕ.
2024 çулта Чăваш Ен хăйĕн продукцине 54 çĕршыва ăсатнă, географи сарăлсах пырать. Çакă та лайăх: вак тата вăтам бизнес субъекчĕсем ют çĕршывсемпе ĕçлессине сарсах пыраççĕ — вĕсен йышĕ умĕнхи çулхинчен 1,2 хут ÿснĕ. Промышленноç экспорчĕ 50, агропромышленноç комплексĕн 15 процент пысăкланнă. Промышленноç предприятийĕсен иртнĕ çулхи экспорчĕ 269 миллион долларпа танлашнă. Чикĕ тулашне тиесе ăсатнă таварсен йышĕнче машиностроени продукцийĕ тĕп вырăн йышăнать. Ун хыççăн — хими, электротехника. Тĕп экспортерсен шутĕнче — трактор завочĕ, «Химпром», «Абат», «Релематика» тата ытти компани. Тĕллев — 2030 çул тĕлне промышленноç экспорт- не 70 процента çитермелле.
Агропромышленноç экспорчĕ те пĕлтĕр 44 миллион доллара çитнĕ. Татах та ÿсес шанăç пур. Сăмахран, Канашри элеватора реконструкцилени кăтартусене сисĕнмеллех пысăклатма май памалла – унта халĕ предприятие çĕнетсе анлăлатас ĕçсем пыраççĕ. Пĕлтĕр чикĕ тулашне агропромышленноç комплексĕн 70 предприятийĕ тĕрлĕ продукци тăратнă — кондитер изделийĕ- семпе мороженнăйран пуçласа качака сĕчĕпе чăх ури таранах — пĕтĕмпе 33 пин тонна ăсатнă. Ассортиментра çавăн пекех тырă, çăнăх, тип çу, çĕрулми, севок-сухан тата ытти те. 2030 çул тĕлне агропромышленноç комплексĕ экспорт калăпăшне пĕр хут çурă пысăклатма палăртать.
Ытти отрасльсемпе те пулăшу ĕçĕсен экспорчĕ аталанать, коопераци вăй илет.
«Эпир пысăк технологисем тата искусствăлла ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен никĕс- лесе паха, конкурентлă продукци туса кăларассине тĕпе хуратпăр. Экспорт ÿсĕмĕн хăвăртлăхне упраса хăвармалла, хамăрăн экспортерсене пулăшассине малалла тăсмалла,— пĕтĕмлетнĕ Олег Николаев.
Иван ГЛАДКОВ