Кăçалхи ви-çĕ уйăх кăтартăвĕсемпе хуçалăхсем иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 150 пăру сахалрах пăхса илнĕ, çав шутра ĕнесенчен - 129 пуç. Пуçласа пăрулакан пушмаксенчен пăру илесси те чакнă. Хĕллехи-çуркуннехи тапхăрта пăхса илнĕ пăрусем маттуртарах пулаççĕ, тĕреклĕрех çи- тĕнеççĕ, лайăхрах аталанса юлаççĕ. Çавăнпа ĕнесене тата пĕтĕлентерме вăхăт çитнĕ пушмаксене вăхăтра ерттерсе хăварма тăрăшмалла, вĕсем вăкăршăн пулнине тимлесех тăмалла.
Иван ГЛАДКОВ