1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 13 Май 2025 г.
28 апреля 2025 г. 13:47

Чăваш халăхĕн илемлĕ ташшисем

 

Тăвайри культура çуртĕнче «Чăваш ташши - 2025» конкурс-фестиваль иртрĕ. Ăна Чăваш Енри Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне, Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Совет Союзĕн Геройĕ П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем те хастар хутшăнчĕç, тĕрлĕ ÿсĕмре палăрчĕç.

«Тăвай хĕрĕсем» ушкăнри 10-мĕш классем çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç (ертÿçи Г.А.Степанова). 9-мĕш классем те (ертÿçи И.Н.Николаева) пултаруллă пулнине кăтартрĕç. «Çут çăлтăрсем» чи-чи маттур ушкăн пулса тăчĕ. Çиччĕмĕшсен «Туйăм» ушкăн та (Т.С.Ямщикова) малтисен йышĕнче. Л.Н.Соколова ертсе пынă «Çăлкуçри» (4 классем) ташăçăсене те палăртрĕç жюри членĕсем.

Чăвашсен ытарайми культурипе, кĕвви-ташшипе паллаштаракан фестиваль пурне те килĕшрĕ.

Аслă Вĕрентекенĕмĕр, чăваш халăхне çутта кăларма нумай тăрăшнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, апрелĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр.

 

Мария МИХАЙЛОВА,

7 «А» класра вĕренекен

Поделиться:
Распечатать