Кăçалхи нарăс-пуш уйăхĕсенче округри вĕрентÿ ĕçченĕсен муниципалитет шайĕнчи конкурсĕсем иртнĕ. Професси тĕлĕшĕнчен çулталăкри чи лайăх педагогсене палăртнă. Вĕсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ тупăшусенче кăтартнă.
П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри пĕ-тĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн акт залĕнче конкурс пĕтĕмлетĕвне шута илсе çĕнтерÿçĕсене чысланă.
«Чи класлă класс руководителĕ» конкурс çĕнтерÿçи - Ирина Ивановна Егорова (Тăвай шкулĕ), Фаина Валерьяновна Афонинапа (Мучар) Людмила Николаевна Солдатова (Тĕмер шкулĕ) призерсем пулса тăнă.
«Çулталăк воспитателĕ-2025» ята Марина Николаевна Данилова (Тăвайри «Асамат кĕперĕ» ача сачĕ) çĕнсе илнĕ. Пĕрремĕш номерлĕ ача садĕнчи Ольга Геннадьевна Алексеева 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ.
Тăвай шкулĕнчи обществознанипе право вĕрентекен Ирина Геннадьевна Федотова «Çулталăк учителĕ-2025» ята тивĕç пулнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Мучар тата Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕсенче пуçламăш классене вĕрентекен Светлана Ивановна Жарковапа Людмила Григорьевна Владимирова.
«Тăван чĕлхепе литературăна вĕ-рентекен чи лайăх учитель» номинацире Галина Алексеевна Степанова (Тăвай шкулĕ) мала тухнă. Конкурссен участникĕ-сене Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Ирина Семенова, вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ Валентина Белова саламланă.
«Професси конкурсĕсем педагогсемшĕн чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн округри вĕрентÿ ĕçченĕсем пурнăçпа тан утса ĕçе çĕнĕлĕхсемпе пуянлатаççĕ, регион шайĕнче ăсталăхĕпе тивĕçлипе паллаштарса, ĕçĕнче чăн-чăн профессионалсем пулнине кăтартаççĕ. Сире ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунатăп»,- тенĕ Олег Анатольевич.
Алена ИВАНОВА