Апрелĕн 21-мĕшĕнче «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проектне кĕрекен «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» федераци программипе пăхнă хăтлăх кÿмелли çĕнĕ объектсене палăртмалли Пĕтĕм Раççейри сасăлав пуçланнă. Сасăлавăн тĕп тĕллевĕ - хуласемпе ялсене хăтлă тăвасси тата вĕсенче пурăнакан халăха хăтлăха аталантармалли ыйтусене татса пама явăçтарасси.
Сасăлава «Тăвай ялĕнчи З.А.Кос-модемьянская палăкĕ патĕнчи обществăлла территорие хăтлăх кÿресси» объектăн дизайн-проекчĕсене тăратнă.
Асăннă территори ача-пăчапа çамрăксен центрĕн çурчĕ умĕнче вырнаçнă. Кунти ĕçсене малалла тума пăхнă (тирпей-илем кÿрессин 2-мĕш тапхăрĕ).
Иккĕмĕш тапхăрти 1-мĕш номерлĕ дизайн-проектпа округри халăха уçăлса çÿ-реме тата канма лайăх условисем туса парассине, ял хутлăхĕн хăтлăхне ÿстерме пăхнă. Территори тавралăхĕн тĕп объекчĕ З.А.Космодемьянская палăкĕн зони пулать, вăл çурран çÿремелли çулран тикĕссĕн ача-пăча лапамне куçать. Чул сарнă площадка ачасене велосипедпа ярăнмалли вырăн шутланать. Палăк тавра площадкăн пур енĕпе те çынсене канма саксем вырнаçтараççĕ.
З.А.Космодемьянская палăкĕ патĕнчи обществăлла территорие хăтлăх кÿмелли иккĕмĕш тапхăрти 2-мĕш номерлĕ дизайн-проектпа килĕшÿллĕн проектра территорие кĕмелли, ача-пăчана вылямалли тата лăпкăн канмалли зонăсем пăхнă тата тĕп аллейăна палăртнă- территорие кĕмелли тĕп вырăнтан пуçласа палăк таран. Парк йĕри-тавра брусчаткăран çуран çул хывма планлаççĕ. Çул тăрăххăн саксемпе урнăсем вырнаçтарса канмалли площадкăсем йĕркелеççĕ. Участок территорине тултан электроçутăпа тивĕçтерме, палăк енчен карта çавăрма, симĕслентерме пăхнă.
Светлана НИКОЛАЕВА,
Тăвай округĕн пуçлăхĕн çамрăксен
ыйтăвĕсемпе ĕçлекен советникĕ