1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 6 Май 2025 г.
28 апреля 2025 г. 14:03

Ĕçкĕ-çикĕ — пушарсен сăлтавĕ

 

Вут-кăварпа шÿтлемеççĕ. Ку чăнлăх пурне те паллă. Вут-çулăмра çынсем вилеççĕ, çурт-йĕр пĕтет.

Ĕçкĕ-çике пула тухакан пушарсем — общество эрехçĕсенчен тÿсекен хурлăхлă страница. Ÿсĕр çын хăй хăтланăвĕсене кирлĕ пек хак пама, контроллеме пултараймасть, хăйне йĕркесĕр тытать. Алкогольпе минренĕ çын сигарет тивертсе вырăн çине выртать, çывăрса каять. Йăсăрланакан сигаретран вут хыпса илет, пушарта çын пурнăçĕ татăлать, унпа пĕрле ĕçкĕпе айкашнисем те шар курма пултараççĕ.

Эрехпе туслашни харпăр хăй çемйисене, предприятисемпе организацисене, обществăна сиенлет. Кашни тăваттăмĕш пушар эрехпе иртĕхнипе тухать. «Инкекĕ те, айăпĕ те эрехрен»,— теççĕ халăхра. Самантлăха та манас марччĕ çакна.

Тăвайра кăçал тăватă уйăхра тăватă хутчен вут-кăвар ашкăннă. Çĕнĕ Пуянкассинче — сарай, Вăтаяльпа Енĕш Нăрвашра — пÿрт, Тĕмерте çÿп-çап çуннă.

Николай ПАВЛОВ

Поделиться:
Распечатать