1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 29 Май 2025 г.
28 апреля 2025 г. 13:53

Çĕнтерĕве тылра çывхартнă вĕрентекенсем

 

Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнă май пĕтĕм çĕршывĕпех вăрçă паттăрĕсене чыслаççĕ, вĕсен вилĕмсĕр ячĕсене ĕмĕр манмалла мар асра хăварас тесе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлеме алла хĕç-пăшал тытса çапăçнă салтаксемпе пĕрле эпир тылра пĕтĕм вăя парса, сывлăхне шеллемесĕр ĕçленĕ паттăрсене те асра тытатпăр. Вăрçă вăхăтĕнче тылра тăрăшнăшăн 16 миллион ытла çынна «Тăван çĕршывăн 1941—1945 ç.ç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль парса чыс тунă. Вĕсен йышĕнче Турикас Тушкилтен — 239 çын, Ямпулатран — 218 çын. Шкулти историпе краеведени музейĕн Çарпа Ĕç мухтавĕн залĕн- че вĕсен ячĕсем, çавăн пекех 274 ĕçченĕн сăн ÿкерчĕкĕсем упранаççĕ.

Çĕнтерĕве çывхартма çав вăхăтра шкулта ĕçленĕ вĕрентекенсем те сахал мар вăй хунă. Вĕсем ялти халăхпа пĕрле колхоз уй-хирĕнчи ĕçсене хутшăннă, салтаксем валли ăшă тумтир, чăлха-нуски çыхса хатĕрленĕ. Чăваш патшалăх архивĕнчи 1946 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче çирĕплетнĕ Чăваш АССРĕн Тăвай районĕнчи вĕрентекенсене «Тăван çĕршывăн 1941—1945 ç.ç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăлама тăратнă списокра та Тушкилти çичĕ çул вĕренмелли шкул вĕрентекенĕсем пур. Манăн çак документăн пĕр-икĕ пайне улăштармасăр илсе кăтартас килет. «Владимирова Надежда Владимировна, учительница Шимкусской 7 л. школы. Родилась в 1924 году в семье крестьянина середняка села Шимкусы. Окончила курс Канашского педучилища. Работает с 1942 года. Тов. Владимирова работает в начальных классах. К работе относится добросовестно. Работает над повышением своей квалификации. Активно работает в школьных организациях, особенно по организации стенных газет. Медаль №207561».

«Максимова (Малахова) Мария Андреевна, зав. Ямбул. нач. школы, педстаж 9 лет. Тов. Малахова одна из энергичнейших заведующих. В годы войны работала в Ямбулатове и ежегодно успешно готовилась к учебному году и особенно выделялась оказанием помощи нуждающимся учащимся. Только за 1943-44 уч. год в ее школе сшиты полушубки на 28 учащихся. Медаль №207592».

Тушкилти çичĕ çул вĕренмелли шкултан пурĕ 13 вĕрентекене «Тăван çĕршывăн 1941—1945 ç.ç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль парса чысланă. Вĕсен шутĕнче: Надежда Владимировна Владимирова, Валентина Ананьевна Егорова, Евдокия Алексеевна Егорова, Луиза Андреевна Егорова, Мария Никандровна Емельянова, Екатерина Павловна Ильина (Кудрова), Фекла Алексеевна Кузьмина, Мария Андреевна Максимова (Малахова), Фекла Никитична Никитина, Мария Афанасьевна Орлова, Татьяна Петровна Сорокина, Тамара Степановна Степанова, Евдокия Федоровна Лисова (Федорова).

Тушкил шкулĕн историпе краеведени музейĕнче хăш-пĕр учительсен аса илĕвĕсем упранса юлнă. Акă, Луиза Андреевна Егорова аса илĕвĕнчен илнĕ йĕркесем: «Саккăрмĕш класа Тăвайĕнчи шкула çÿреме тытăнсан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланчĕ... Çуллахи каникулта аслисемпе пĕрле колхоза ĕçлеме çÿреттĕмĕр. Çавапа утă çулаттăмăр çаранта. Лавсемпе турттараттăмăр кайран... Тырă пулса çитсен алла çурла тытаттăмăр. Виçсе панă анана маларах пĕтерес тесе çĕр выртса выраттăмăр. Пилĕк ырататчĕ, хăш чухне пÿрне те касăлатчĕ. Ывçăн-ывçăн вырнине кĕлте туса çыхаттăмăр, тĕмĕ туса хăвараттăмăр...

Вăрмара тырă леçме кайни те асра. Çирĕп лашасене фронта илсе кайнă ун чухне. Эпир ватăраххисемпе ĕçлеттĕмĕр. Хветут Ларкки пиччепе Турикасри Алтан Çÿппи пире çул çинче астуса пыратчĕç, пăрахса хăвармастчĕç, пулăшатчĕç...

Вунă класс пĕтерсен Тăвайĕнчи редакцине ĕçе вырнаçрăм. Ун чухне редактор Каховский хушаматлăччĕ. Унтан Канашри педучилищĕне вĕренме кайрăм. 1944 çулта Тушкилти шкулта пуçламăш классене вĕрентме пуçларăм. Ун чухне пĕр класра 35 ачаччĕ. Уроксем хыççăн та юлса ĕçлеттĕмĕр ачасемпе. Вĕрентекенсен ĕçĕ питĕ нумайччĕ çав вăхăтра... Çывăхри ялсене концертпа, спектакльсемпе çÿреттĕмĕр. Тăвайĕн-чи пухăва çуранах каяттăмăр. Уроксем хыççăн ачасемпе уйра юлнă тырă пучахĕсене пуçтарма пулăшаттăмăр. Фронтри салтаксем валли пирус хутаççисем, сăмса тутрисем тĕрлеттĕмĕр. Алса-нуски çыхса ярса параттăмăр. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ларма-тăма пĕлмен эпир, пулăшма тăрăшнă».

Кунтах Евдокия Алексеевна Егорова учительница аса илĕвĕнчи йĕркесем: «Вăрçă пуçланнă çул Хусанти институтра вĕренеттĕм. 1941 çулхи декабрь уйăхĕн- че вĕренме пăрахса яла таврăннă та шкулта вĕрентме пуçланă... Тепĕр вĕренÿ çулĕнче Тушкилти 7 çул вĕренмелли шкула завуч тата биологи учителĕ пулма куçарчĕç. Кунта вара ачасене вĕрентнĕ, каçхине колхоза молотилкăпа тырă çапма тухнă. Уншăн колхозран 0,3 килограмм çăкăр панă. Кăнтăрла уроксене вĕрентсе пĕтернĕ хыççăн хаçатсем илсе колхозниксем патне вăрçă, фронтри ĕçсем çинчен ăнлантарса пама кайнă. «Манăн аттене хут килнĕ,— тесе ачасем шкулта йĕрсе ларатчĕç. Класĕпе йĕреттĕмĕр вара».

Валентина Ананьевна Егорова вăрçă пуçланнă кунсене Ленинград облаçĕнче кĕтсе илнĕ. Акă мĕн çырать вăл хăйĕн аса илĕвĕнче: «Тенеялĕнчи пуçламăш шкулта тăватă класс вĕренсе пĕтертĕм те 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш кунĕсенче аслă пичче мана хăйсем патне хăнана илсе кайрĕ. Вĕсем Ленинград облаçĕнче пурăнатчĕç. Эпĕ, вуникĕ çулхи хĕрача, кунти пурнăçа хăнăхса çитичченех вăрçă тухни çинчен пĕлтĕм. Часах пире эвакуаци йĕркипе Киров облаçĕнчи Омутнинск хулине куçарчĕç. Çул çинче те нумай хăрушă вăхăтсем пулнă: хăвăрт пыракан состав çине бомбăсем пăрахнă, чукун çулсем татăлатчĕç, чукун çул çинче çунса выртакан вагонсем, япаласем, çынсем чун-чĕ- рене çÿçентеретчĕç. 1942 çулхи çу уйăхĕн çурринче анне патне яла таврăнтăм».

Надежда Владимировна Владимирова учительницăн аса илĕвне унăн мăнукĕ Алина 1995 çулта çырса илнĕ. «Кукамай вăрçă вăхăтĕнче ялти шкула пĕтернĕ хыççăн Канашри педучилищĕ-не вĕренме кайса кĕнĕ. Унта вĕренни йĕрки пулман. Общежитирен вĕсене кăларса янă та 5 çухрăмри Пикшеке хваттере кайса янă. Ирпе-каçпа утнă. Унтан класĕ-класĕпе колхозсене кăларса янă. Вĕсем Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрте лекнĕ. Алăпа сĕлĕ вырнă, çумăрлă кун шкула (пĕр пурăнман çурта) вĕренме кайнă. Кайран вĕсене окоп чавтарнă.

Вăрçă хыççăн та вĕсем, учительсем, канмаллисенче колхозра ĕçленĕ. Эрне варринче те каçхине молотилка патне кайнă, çутăлсан килнĕ. Çимелли пулман. Колхоза тырă вырма тухсан 600 грамм çăкăр панă, пĕр хутчен яшка çитернĕ. Уншăн вара чирлĕрех ачасем те, пĕчĕккисем те ĕçе тухма тăрăшнă...».

Тушкил шкулĕнче 1943—1976 çулсенче истори предметне вĕрентнĕ Мария Афанасьевна Орлова хăйĕн вĕрентÿ ĕçĕнчи кун-çулне 1941 çулта Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялĕнче пуçланă. Унта ĕçленĕ чух комсомол райкомĕ хушнипе курсра пулнă хыççăн Улатăрта окоп чавакансене ПВХО вĕрентме çÿренĕ. 1943 çулта Тăвай районне таврăнса Тушкил шкулĕнче ĕçлеме пуçласан та Мария Афанасьевна активлăхĕпе палăрса тăнă. Вырăнти парти организацийĕн секретарĕ пулнă май, унăн халăх хушшинче нумай ĕçлеме лекнĕ. Акă мĕн каласа парать вăл 2000 çулта хăйĕн аса илĕвĕнче:

«... Тĕрлĕ ыйтусемпе пухусем ирттернĕ, вăрман касма, ФЗОна çынсене йĕркелесе янă тата ыт.те. Пуринчен йывăрри вара — выçă хырăмсемпе пырса ларакан ачасене вĕрентессиччĕ. Улахсенче фронтри салтаксене валли алса-чăлха çыхнă, тапак енчĕкĕсем çĕленĕ, пит шăлли тĕрленĕ. Майăн 9-мĕшĕ. Уроксене вĕрентме пăрахса пĕтĕм шкулĕпе лавкка умĕнчи площаде пухăнтăмăр. Савăнаканĕ те, макăраканĕ те, пăшăрханаканĕ те пур кунта. Çак кунтан мирлĕ пурнăçа кĕтĕмĕр. Çамрăксене вăй хурса, тăрăшса пĕлÿ пухма сĕнетĕп. Кирек хăçан та, темĕнле йывăрлăхра та çынлăха упрама пĕлмелле. Упăшка вăрçă инваличĕ пулни, унăн суранĕ- сем, тĕрлĕ чирсемпе асапланни вăрçă хăрушлăхне аса илтерет».

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин йывăрлăхне тÿссе ирттернĕ ăру пире тÿсĕмлĕ, çирĕп, ĕçчен те мал ĕмĕтлĕ пулма пехиллесе хăварнă. Çавăн пек пулсан кăна эпир пур йывăрлăха та тивĕçлĕн чăтса ирттерме пултаратпăр. Йывăрлăхĕсем вара алăка шаккаса кĕмеççĕ.

Любовь ГРИГОРЬЕВА,

педагогика

ĕçĕн ветеранĕ

Поделиться:
Распечатать