1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 6 Май 2025 г.
28 апреля 2025 г. 14:02

Информаци уçлăхĕн хăрушсăрлăхĕ

 

Хальхи пур-нăçра информаци хăрушсăрлăхĕ пысăк пĕлтерĕш йышăнать. Интернетра, социаллă сетьсенче мĕнле кăна материал вырнаçтармаççĕ — нацисем е пĕр-пĕрин хушшинчи курайманлăхпа экстремистла ĕçсем тума чĕнекен материалсем таранах пулма пултараççĕ. Сыхланмалла вĕсенчен, киревсĕр ĕçсен шухăш-тĕллевне уçса памалла, хамăра, çамрăксене хур кÿме, тĕрĕс мар çулпа яма памалла мар.

Начар шухăшлă чĕнÿсем — пĕртте шÿт мар. Çакăнтан пурин те сыхă пулмалла. Чылайăшĕ ку тĕлĕшпе федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕ, следстви пайĕсем, судсем пысăк ĕç тунине палăртаççĕ. Акă нумаях пулмасть Шупашкарти Калинин районĕн сучĕ тĕп хула çыннине УК 280 статйин 2-мĕш пайĕпе айăпланă. Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕ çирĕплетнĕ тăрăх, вăл социаллă сетьсенчен пĕринче нацисем хушшинчи курайманлăха мала хурса, граждансене экстремистла ĕçсем тума йыхравлакан япаласем вырнаçтарнă. Паллах, çакнашкал чĕнÿ-семшĕн айăплавсăр юлайман, суд ăна çулталăклăха уголовлă майпа ирĕксĕр хăварма йышăну тунă тата çулталăклăх тĕрĕслев вăхăчĕ палăртнă, унăн çак хушăра электрон тата информаципе коммуникаци хатĕрĕсемпе усă курса сайтсемпе ĕçлеме юрамасть.

Интернетри ултавçăсене ĕненсе пысăк çухату тÿсекенсем, шар куракансем сахал мар. Ун пеккисем хамăр округри ялсенчех темиçен. Ăслă-тăнлă, аслă пĕлÿллĕ хĕрарăмах ултавран çăлăнайман. Вăл палламан çынсем унăн çемйин укçи хăрушлăхра тесе шăнкăравласа каланине чăна хурса ĕненнĕ, вĕсем хушнине пурнăçласа ултавçăсене пысăк сумма куçарса панă, çапла майпа сахал мар укçа çухатнă. Юрать-ха, кайран пĕр пайне тавăрма май килнĕ.

 

 

Поделиться:
Распечатать