1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 10 Май 2025 г.
28 апреля 2025 г. 13:58

Ир ăшăтни ултавлă

 

Çанталăк çинчен эпир нумай калаçатпăр. Пирĕн кулленхи ĕçсен ăнăçлăхĕ те, хамăрăн кăмăл-туйăм еплерех пуласси те çанталăкран нумай килет. Хĕвеллĕ, уяр та лăпкă çанталăка пурте юрататпăр, паян çанталăк лайăх тетпĕр. Хĕлле те, вăхăт çуркунне енне сулăнсан, çурт тăррисенчен пĕрремĕш тумламсем юхма пуçлани пурне те савăнтарать, кăмăла çĕклет. Çуркунне ир пулать пуль-ха кăçал, тетпĕр, ир пулнишĕн савăнатпăр. Анчах васкар мар-ха. Çанталăк паян тата çывăх вăхăтра мĕнле пулассине те, çулталăк вăхăчĕсем улшăннă вăхăтра пулакан уйрăмлăхсем çинчен те пире çанталăка сăнакансем тăтăшах пĕлтерсе тăраççĕ. Хăрушă пулăмсем пулма пултарассине те асăрхаттараççĕ.

 

Синоптиксем çанталăка хакланă чух вăтам кăтартусемпе танлаштараççĕ. «Средние климатические нормы» теççĕ вĕсене, пĕтĕмлетсе ятарлă справочниксем те пичетлесе кăларнă. Пирĕн Чăваш республикин кăтартăвĕсене те «Агроклиматические ресурсы Чувашской АССР» (Гидрометеоиздат-Ленинград-1974) справочникре тĕплĕн çырса кăтартнă. Анчах çут çанталăк хут çине çырнă справочниксене те, вăтам кăтартусене те пăхăнмасть. Кашни çулах «нормăран пăрăнасси» пулатех. Акă çуркунне юр йăлтах ирĕлсе пĕтсе куçран çухаласси (Полное исчезновение снежного покрова) справочник тăрăх апрелĕн 16-мĕшĕнче пулмалла (Мускав тăрăхĕнче — апрелĕн 11-мĕшĕнче). Кăçал вара, куртăмăр ĕнтĕ, март уйăхĕн пуçламăшĕнченех ăшăтса пăрахрĕ, 20-мĕшĕнче юр йăлтах ирĕлсе пĕтрĕ. Çырмасенче çурхи шыв шавласа юхасси те пулмарĕ кăçал. Анчах çуркунне ир килнине, юр хăвăрт пĕтнине юратмаççĕ халăхра. Çуркунне ытла ир килсен çулла шăрăх та типĕ пулать, тырă та начар çитĕнет, тетчĕç яланах ваттисем. Ваттисен сăмахĕсенче, халăхра сăнанисенче тĕрĕсси сахал мар. Чылай çулсенче вĕсем калани тĕрĕс пулса пырать. Эпĕ колхозра тырпул туса илессипе нумай çул ĕçленĕ май, çанталăка, çут çанталăк пулăмĕсене яланах сăнаса пынă. Çакна палăртас килет. Çуркунне ир килнĕ çулсенче чăнах та çулла шăрăх та типĕ пулать, çавна май тырпул тухăçĕ те пĕчĕк. Акă хăш-пĕр тĕслĕхсем.

1972 çула халĕ утмăл урлă каçнă аслăрах çынсем лайăх астăваççĕ пулĕ. Çав çулта мартăн 26-мĕшĕнчен юр йăлтах ирĕлсе пĕтсе куçран çухалчĕ, çĕр хăвăрт типрĕ, шăрăх та типĕ кунсем пуçланчĕç. Июнь уйăхĕн пуçламăшĕн- че кăштах çумăр çукаларĕ, ыраш калчисем чĕрĕлсе вăй илсе юлчĕç. Ун хыççăн вара хăрушла шăрăх, çунтарса ярасла вĕри кунсем пулчĕç, сывлăш температури сулхăнта та 42 градуса çитнĕччĕ (хĕвел çинче 70—80 градуспа танлашать ку). Вăраха, кĕркуннехи юпа уйăхĕ- чченех пычĕ çак хăрушă пулăм. Пур çĕрте те вăрмансем, шурлăхсенчи торфлă вырăнсем çунатчĕç. Каçсерен тавралăха хура тĕтĕмлĕ çăра тĕтре карса илетчĕ, сывлама йывăрччĕ. «Дымная мгла» терĕç ăна синоптиксем. Ун чухне 1921 çулхи типĕ çанталăка пула хăрушă выçлăх çулĕ пулнине астăвакансем те пурччĕ-ха. Кăçал та çапла пулать пуль тесе шикленетчĕ нумайăшĕ. Ку çулхине июнь уйăхĕнче кăштах çумăр çукаланăран тĕштырăсем вăтам тухăçлă пулкаланă. Çĕрулми лаптăкĕсем вара чылайăшĕн йăлтах типсе кайнă, тухăç лартнă вăрлăх чухлĕ те пулайман.

Тата виçĕ çултан, 1975 çулта та, çуркунне ир килнĕ, мартăн 21-мĕшĕнчех çĕр юртан тасалнă. Çурхи ака-суха ĕçĕсем ир пуçланнă. Çак çулта пирĕн çĕршыв Аслă Отечествăлла вăрçăра çĕнтернĕренпе 30 çул çитнине уявланă. Колхозра çураки ĕçĕсем ăнăçлă иртнĕ, Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне ака ĕçĕсене йăлтах вĕçленĕ. Уява анлăн паллă тунăччĕ эпир çак çулхине. Калчасем аван шăтса тухнă, парка çитĕн- нĕ. Анчах çулла типĕ те шăрăх çанталăк вăраха тăсăлнипе тырпул тухăçĕ пĕчĕкрех пулнă.

1981 çула нумайăшĕ лайăхах астăвать пулĕ-ха. Çак çулта та çуркунне ир пуçланнă, мартăн 25-мĕшĕ тĕлне юр кайса пĕтнĕ. Çулла вара каллех кĕркуннечченех пĕрре те тăпрана çителĕклĕ нÿрлентерекен çумăр çумарĕ. Тырпул тухăçĕ питĕ пĕчĕк — гектартан 11 центнер кăна пулчĕ. Умĕнхи çулсенче гектартан 25—30 центнер таран пухса кĕртнĕ. Тырпул тухăçĕ пур çĕрте те пĕчĕк тухнă. Çавăнпа та таврари пур хуçалăх та кĕркунне выльăхсем валли улăм туянса илсе килме Ставрополь тăрăхне тухса кайнăччĕ, чугун çул станцийĕсем улăм тюкĕ-сем тиенĕ вагонсемпе тулса ларнăччĕ. Ставропольтен улăм турттарнипе палăрса юлчĕ çав çул.

Çанталăк пулăмĕсем кăткăс та пăтăрмахсемлĕ. Çулпа çул пĕр килмест, кашни çулăн хăйĕн уйрăмлăхĕсем. Çапах та пĕрпеклĕхсем те пулаççех. 2010 çулта мартăн 30-мĕшĕнче сасартăк ăшăтса пăрахса çурхи шыв шавласа юхма пуçларĕ. Юр питĕ хăвăрт ирĕлсе пĕтрĕ. Çулла июнь-июль уйăхĕсенче пĕр çумăр та çумарĕ, нихçан пулман пек шăрăх тăчĕ, 40 градус таран пĕçертрĕ (1972 çулхи пекех). Ку çулхинче çĕршывăн питĕ пысăк пайĕнче сарăлнă хаяр та хăрушă çанталăк. Пур çĕрте те питĕ пысăк лаптăксем çинче вăрмансем, торфлă вырăнсем çуннине кăтартатчĕç телевизорпа. Ялсенче чылайăшĕн тарасасем типсе ларнă, шыв çитми пула пуçланă. Колхоз гектартан 5 центнер кăна тырă пухса илнĕ.

Март уйăхĕнчех юр ирĕлсе пĕтсен «ранняя весна» тетпĕр. Пилĕк çул каялла та, 2020 çулта, март пуçламăшĕнчех, 8 градус таран ăшăтрĕ. Юр ирĕлсе шыв юхма пуçларĕ, мартăн 14-мĕшĕнче юр йăлтах пĕтрĕ. Нормăран иртнине «аномали» тетпĕр эпир. Çав çулхи çуркуннене «аномально ранняя весна» тенĕччĕ ун чухне. Март уйăхĕ çулталăкри сивĕ уйăхсен шутне кĕрет, справочниксенче кăтартнă тăрăх, уйăхри вăтам температура 5,9 градус сивĕпе танлашмалла, çав çулхине вара ку кăтарту 2,5 градус ăшăпа танлашрĕ. Çакă та аномали. Çулла ку çулта шăрăх та типĕ пулнă.

2023 çулта та çуркунне питĕ ир килчĕ. Мартăн 23-мĕшĕнчех юр ирĕлсе шыв юхма пуçларĕ. Çулла июнь-июль уйăхĕсенче çумăрсем пачах çуман, шăрăх та типĕ тăнă. Июль уйăхĕнче питĕ хаяр çил-тăвăллă кунсем пулнă, питĕ нумай йывăçа хуçса-ватса, йăвантарса пĕтернĕ, электролинисене татса сиенленĕ.

Çут çанталăк пулăмĕсем питĕ кăткăс та нумай енлĕ. Çуркунне ир пуçланни, çулла шăрăх та типĕ çанталăк вăраха пыни, паллах, пирĕн- тен килмест. Эпир кăштах сăнакаланисем тăрăх та, халăхра сăнанисем тăрăх та тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тума çук. Анчах вĕсене пĕлни, хăрушă пулăмсем пулма пултарассинчен асăрханни ытлашши пулмĕ. Кăçалхи çуллахи çанталăк мĕнле пулассине те часах курăпăр.

Алексей ЕФИМОВ,

Чăваш Республикин

тава тивĕçлĕ агрономĕ.

Енĕш Нăрваш ялĕ

Поделиться:
Распечатать