Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕн-чи 54-мĕш çурт картишĕнче юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Тинтерех кăна тăватă подъезд умĕнчи кивĕ бордюрсене кăларса çĕннисем вырнаçтарма никĕс хатĕрлетчĕç. Çав ĕçсене кĕске вăхăт хушшинче пурнăçласа палисадниксен çĕнĕ картине тытассине вĕçлерĕç те.
Картиш юсавĕн пахалăхĕпе тата Канаш округĕнчи «Транспортник» общество строителĕсем типтерлĕ ĕçленипе çуртра пурăнакансем кăмăллă. Çурт ум пахчисенчи çĕрсене тикĕс- лесе хăвараççĕ. Ĕнер саксем те лартрĕç.
Çынсем картишĕнчи территорие ытти çĕрти пекех хăтлă курасшăн. Ачасене вылямалли площадка, кĕпе çакса типĕтмелли, транспорт лартмалли ятарлă вырăнсем кирлĕ. Контейнерсем йышăнакан лапама та транспорт чăрмавсăр кĕрсе тухтăр.
Кунти ĕçсемпе Минтранс «Чувашупрдор» КУ представителĕсемпе администраци специалисчĕсем паллашнă. Ĕçсем планпа килĕшÿл- лĕн пулса пынине палăртнă. Халĕ çурт умĕнчи çула тата подъездсене кĕмелли çĕре асфальт сарма хатĕр- ленеççĕ çул-йĕр ăстисем.
Раиса ВАСИЛЬЕВА