Вăрттăн мелпе пулса иртет ытларах чухне коррупци. Саккуна хирĕçлекен преступление тума пулăшакансем е тăвакансем час-часах кун пирки никама та пĕлтермеççĕ.
Çак преступленисене ахаль çынсем те тăваççĕ. Хăйсен ыйтăвĕсене татса парас тесе укçа сĕнекенсем те сахал мар. Коррупцин пысăк схемисене «хура халăх» та тăрантарса тăрать. Вĕсене тупса çирĕп-летме çăмăл мар.
Раççейре коррупци мĕн авалтан аталаннă. Унăн çулне тăтăшах пÿлеççĕ пулин те, должноçпа усă курни, взятка илни тата коррупцин ытти тĕслĕхĕсем çав-çавах пулаççĕ. Мундир ятне яракан пулăмсене тума чарасси пирки те тимлеççĕ. Коррупци сиенне халăхăн чи малтан ăнланмалла, йĕркелĕхшĕн тимлекенсене пулăшмалла.
Борис БОРИСОВ, полици уйрăмĕн
пуçлăхĕн заместителĕ