1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 12 Май 2025 г.
28 апреля 2025 г. 11:35

Мăнкун çăмартине ăçта хумалла?

 

Турăш кĕте- сĕнчи Мăн-кунра хĕретнĕ, сăвапланă çă- мартана çулталăкран ăçта хумалла? Тĕрлĕ- рен каланине илтме пулать. Пĕрисем чиркĕве леçсе памалла, унта ăна çунтараççĕ е теприсем чавса хумалла, пĕр кĕтесре упрамалла, теççĕ.

Надежда ЕГОРОВА

 

«Ĕлĕкхи ватăсен, асатте-асаннесен йăли-йĕркисене тытса пыракансем халĕ те пур. Тĕслĕхрен, мăнкунра сăвапланă çăмартасем пирки, вĕсене турăш умне хумалла тесе шутлани çинчен сăмах пырать. Ыйту çине хуравланă май, пĕлтĕрхи çăмартасене кайăксене парсан аванрах пулĕччĕ. Вĕсене Турăш умĕнче нумай тытма кирлех те мар, вуçех хумасан та юрать»,— çапла хуравларĕ вулакансене интереслентерекен ыйту çине Тăрмăш тата Чутей чиркĕвĕсен настоятелĕ Леонид Бараматов.

Поделиться:
Распечатать