1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 6 Май 2025 г.
28 апреля 2025 г. 13:59

Наркотикла хатĕрсене хирĕçлер

Эпĕ — пенсионер, наркотик сиенне лайăх ăнланатăп. Хаçат-журналта та, радиотелепередачăсенче те наркомансен йышĕ ÿссе пынине пĕлтереççĕ.

Наркомансен пурнăç тĕллевĕ, пуласлăх туртăмĕ çухалать. Çавăнпа этемĕн чунлăхне тĕп ĕненĕвĕ урлă е патриотла воспитани парса аталантармалла. Çамрăксем тĕрĕс мар çулпа ан кайччăр тесен вĕсене спортпа ăслăлăх ĕçне явăçтармалла.

Наркомани кашни киле кĕме пултарать. Çавăнпа наркоманипе тата наркомафипе ятарлă службăсен кăна мар, пĕтĕм общественноçпа кĕрешмелле.

Поделиться:
Распечатать