Чăваш Енре ял хуçалăх производстви аталанса пырать. Эпир хамăра апат-çимĕçпе тивĕçтеретпĕр кăна мар, отрасле малалла аталантармалли хăвата вăйлатса пыратпăр.
Регионăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ĕçре вак тата вăтам хуçалăх формисем тĕп вăй пулса тăраççĕ. 2020-2024 çулсенче вĕсене аталанма 2 млрд тенкĕне яхăн укçа уйăрса панă. Çакă вăл инвестицисем кăна мар, çĕр çинче ĕçлекенсене, пирĕн çемьесене тăрантаракансене тата ĕç вырăнĕсем туса паракансене пулăшни те.
2022 çултан пуçласа харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекенсене те пулăшу пама тытăннă. Çĕнĕ мерăсем йышăннă: выльăх-чĕрлĕх, ял хуçалăх техники тата хурт-хăмăр валли хатĕрсем туянма субсидисем пама тытăннă.
Халĕ те регионти Министрсен Кабинечĕ ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене пулăшма 44,7 млн тенкĕ янине ырларĕ.
Аграрлă сектора малашне те аталантарсах пырăпăр.