Пирĕншĕн кашниншĕн чи паллă уяв — Çĕнтерÿ кунĕ çывхарать. Элпуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем «Çĕнтерÿ ялавĕ айĕнчи часовой» акцие хутшăнса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене хисеп турĕç.
«Çĕнтерÿ чÿречисем» акцире пĕтĕм шкул активлăх кăтартрĕ. Чÿречесем чăн та питĕ сăнарлă пулса тухрĕç, Тăван çĕршыва юратма, мирлĕ пурнăçшăн кĕрешме йыхăрчĕç. Çĕнтерĕ- ве çывхартнă ентешсем ячĕпе йывăçсем те лартнă. «Паттăрсем яланах пирĕн асра пулĕç!»— теççĕ ачасем мăнаçлăн.