1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 13 Май 2025 г.
28 апреля 2025 г. 13:49

Пенсионерсем спартакиадăра

 

Комсомольски округĕнчи «Кĕтне» спорт шкулĕн лапамĕн- че республикăри пенсионерсен спартакиади иртнĕ. Чăваш Енри муниципалитет округĕнчи 23 команда спортăн 4 тĕсĕнче ăсталăхне кăтартнă.

Тăвай енри пенсионерсен канашне ертсе пыракан Лилия Яковлева каланă тăрăх, пирĕн команда ăнăçлă ăмăртнă. Автоматран перессипе Звенислава Матросовапа Вячеслав Сидоров (Тăрмăш), шывра ишессипе Фаина Тимофеевапа Александр Кириллов, дартспа Лилия Яковлевапа Валерий Кузнецов (Тăвай) аван кăтартусемпе савăнтарнă. Аслă ÿсĕмри çăмăл атлетсен çитĕнĕвĕсем тата та пысăкрах. Петр Данилов (Тушкил) 800 метра чупассипе бронза медаль çĕнсе илнĕ. Мучарти Валентина Лаврова финиша 5-мĕш çитнĕ. Сăмах май, П.Данилов - марафонец, СССР спорт мастерĕ.

Юлашкинчен командăпа хутăш эстафетăна хутшăннă.

Раиса ШУМОВА

Поделиться:
Распечатать