Экстремизм — обществăшăн ырă пулăм мар. Кил-йышри харкашуран пуçласа террорла актсенче, ăса арпаштаракан кĕнекесемпе статьясенче те палăрма пултарать экстремизм.
Пĕр çын та теприне курайманлăхпа çуралмасть. Ку туйăм пурнăç иртнĕ май палăрма пуçлать.
Çынна наци тăрăх хакласси те çук мар-ха. Халăхсем хушшинче террорла ĕçсем тăваççĕ. Пĕрлехи пысăк «çурта» аркатни Раççейри туслă пурăнакан халăха та ырă тумасть. Çавăнпа экстремизм пирĕн хушша ан кĕтĕр тесе тăрăшар.