Преступноç обществăшăн хăрушă пулăм, вăл пурнăçа аркатать, çавăнпа унпа кĕрешесси ялан тимлĕхре. Кирек камăн та чи малтанах Тăван çĕршыва юратмалла, атте-аннене хисеплемелле, ĕçре малта пулма, çитĕнÿ тума ăнтăлмалла тата тĕрĕс пурăнмалла.
Апла пулин те, хăш-пĕрисем çав-çавах правăна, саккуна хирĕçле ĕçсем тăваççĕ, йĕркене пăссах пуйма тăрăшаççĕ е ытти киревсĕр ĕçсене явăçаççĕ. Акă нумаях пулмасть Шупашкарти суд транспорт экс-министрĕ тата коммерци предприятийĕсенчен пĕрин ертÿçи тĕлĕшпе приговорсем палăртнă. Вĕсене РФ Уголовлă кодексĕн темиçе статйипе — должноç полномочийĕсен картинчен тухнăшăн, тÿлев хатĕрĕсен правăна хирĕçле çаврăнăшне йĕркеленĕшĕн, саккуна пăсса укçа куçарма документсем хатĕрленĕшĕн — айăплине вуласа пĕлтĕм. Вĕсем республика бюджетне миллионсемпе сиен кÿнĕ. Хăйсене çеç ăслă, чее тесе шутланă-ши? Анчах темĕнле хивре явсан та вĕренĕн вĕçĕ пулатех авă.
Тепĕр тĕслĕх, Ставро-поль крайĕн 34 çулти çынни тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна наркотиксен пысăк партине сутма тăнăшăн айăплаççĕ. Фигуранта Воронеж облаçĕнчен черетлĕ партие кÿнĕ чухне Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн сотрудникĕсем тытса чарнă, унăн машининче 4 килограмм çурă гашиш тупса туртса илнĕ.
Следстви комитечĕн вырăнти органĕсем харăсах çичĕ çын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Следстви шучĕ-пе, çак каварлашнă ушкăн членĕсем 2023—2024 çулсенче страхлакан компанисен укçине хапсăнса çул çинче аварисен инсценировкине йĕркеленĕ. Пулман аварисенче автотранспорт сиенленнĕ пек кăтартса страхлакан компанисене сиене саплаштарма тесе документсем тăратнă, ултавлă майпа вĕсенчен укçа илнĕ. Айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕп- летнĕ хыççăн прокуратура уголовлă ĕçе суда тăратнă.
Çĕрпÿ районĕн сучĕ 54 çулти ют çĕршыв гражданинĕ уголовлă кодексăн 282,2 статйин 2-мĕш пайĕпе пăхнă преступленишĕн (экстремистла организаци ĕçне хутшăнни) айăплине çирĕп-летнĕ, приговор кăларнă. Çак çын влаç представителĕсем тĕлĕшпе курайманлăхпа тăшманлăх çуратакан криминаллă идеологине хăйпе пĕр колонири ристансем хушшинче пропагандăланă.
Куратпăр, йĕркеллĕ пурăнас тесен, çынлăха нихăçан та çухатмалла мар.