Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çĕнĕ Ишпуç ял масарĕ патне каякан çула туса пĕтернĕ. Вак чул сарса тикĕсленĕ.
Ĕçе пуçару бюджечĕн мелĕпе пур-нăçланă. Çул тăршшĕ 500 м. Халĕ вилнĕ тăван-пĕлĕшĕсем патне çимĕке çăва çине кайма, юлашки çула ăсатма кирек мĕнле çанталăкра та меллĕ.
- Çак кунсенче Чутейри Киров урамĕн-чи 200 метр çула вак чул сарса çĕнетме пуçласшăн,- пĕлтерчĕ территори уйрăмĕн начальникĕ Дмитрий Белов.
Зинаида ИВАНОВА