Маншăн ăшă кун кÿлĕ хĕрне пулă тытма каяссинчен ырри çук. Уçă сывлăша кăкăр тулли сывлатăн та сывлатăн, унтан умри симĕс курăкпа, хавхаланса, чупса çаврăнатăн çара уран. Тавралăха çапла сăнаса ларнă май вара хуйхă-суйхă, чир-чĕр самантлăха манăçаççĕ.
... Ĕнер кĕтÿ хăваласан картишне тасатрăм та мăшăрпа ачасене апатлантарса вăрмана çырла татма ăсатса ятăм, хам вăлтапа ăмансем илсе çывăхри кÿлĕ хĕрне кайрăм.
Пĕр сехет ларатăп, иккĕ, çук, ман «кучченеçе» кăмăлламаççĕ пулăсем, вăлтана хыпмаççĕ. Юнашар ларакан арçына сăнама тытăнтăм. Вăл çĕрулми турамĕсем- пе сăйлать «шыврисене». «Хыпаççĕ-и?» — ыйтрăм унран. «Татăксене вăлтана тирсе ĕлкĕрейместĕп»,— пулчĕ кĕске хурав.
Тепĕр кунне ирех пулла кайма хатĕрлентĕм, çĕрулми турамĕсене çатма çинче тип çупа ăшаларăм. «Паян пулăран пушăлла килместĕпех»,— вĕçрĕ шухăш пуçра. Хыпаланса тухса утрăм кÿлĕ хĕррине. Тÿ- пери сарă хĕвел, мана пулăшса, çĕр çине сапаларĕ те сапаларĕ пайăркисене. Вăлтасене шыва янă май юрă ĕнĕрлесе илтĕм пĕр-икĕ йĕрке. Чĕрем кăкăртан сиксе тухасла тапать. Ара, еплерех çуллă çĕрулми хатĕрлерĕм те пулăсем валли. Тутанса пăхаççех ĕнтĕ вĕсем турамсене, çав самантра çакланĕç вăлтана. Ларатăп çапла хĕпĕртесе, йĕри-тавралла сăнатăп. Пĕр виçĕ сехет те иртрĕ. Çук, хулкка çывăхне те пымарĕç пулăсем. «Вăт, тăмсайсем, çакнашкал тутлă çимĕçе те кăмăлламаççĕ!»— вăрçатăп шыври чĕрчунсене. «Çĕрулмипе мар, хаяррипе улталамалла вĕсене, пĕр литр сăмакун ярса пар та кÿлле»,— илтĕнсе кайрĕ хыçра арçын сасси,
«Интереслĕ шухăш. Мĕн тăваççĕ-ши хÿреллисем кÿл- ле пĕр четверт сăмакун ярса парсан?» — çав самантра вĕçсе иртрĕ пуçра шухăш.
... Виççĕмĕш кунне виçĕ литрлă банкăпа чи хаяр сăмакун илтĕм те шăвăнтартăм пулă тытма. Малтан таврана пăхса çаврăнтăм. Тем курса ларăн, милици работникĕсем те пулла килсен. Хĕрĕнкĕ арçынсем вара манăн эрехе курсан мухмăр та чĕртесшĕн пулĕç тата. Тавах Турра, никам та çук. Виçĕ литрĕпех кÿлле силлерĕм сăмакуна. Вара мĕн пулчĕ тетĕр-и? Концерт пуçланчĕ вĕт. Кÿлĕри пулăсем сывлăшалла сикме пуçларĕç, ташлаççĕ тейĕн, шăмпăлтаттарчĕç шыва пĕр хушă. Самантран ывăнчĕç пулас пулăсем, аякĕсем çине çаврăна-çаврăна выртрĕç вĕсем. «Сăмакунĕ юхать-и? Четвĕрт кĕленчи тулать-и?»— тесе шăрантарса çăмăллăнах хутаçа тултартăм ÿсĕр пулăсене.
Альбина ИВАНОВА