• Правительство çуртĕн-че регионти организацисен ертÿçисемпе тĕл пулнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев бизнеспа влаç пĕрлĕхĕ, малта пыракан технологисене çул пани иртнĕ 5 çулта экономикăра курăмлă кăтартусем тума май панине каланă. Регионăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕ тата Чăваш Енре пурăнакансен тупăшĕ - икĕ хута яхăн, республика бюджечĕ икĕ хут ытла ÿс- нĕ. Халĕ пирĕн умра республика аталанăвĕн 2030 çулчченхи комплекслă программине пурнăçа кĕртессипе çĕнĕ тĕллевсем тăнине палăртнă.
• Чăваш Енре социаллă пулăшу ĕçĕсен 100 процентне цифра форматне куçарнă, регионăн цифра аталанăвĕн индексĕ 88,32 процентпа танлашнă.
Кăçал «Фермер шкулĕ» вĕ-рентÿ программине хутшăнса хăйсен агробизнесне тĕллевлĕн аталантарма 86 çын кăмăл ту-нă. Комисси 30 çĕнтерÿçĕ- не суйласа илнĕ, çак шут-ран тăххăрĕшĕ - ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсем тата вĕсен çемйисен членĕсем. Хальхинче фермер шкулĕнче пахча çимĕç çитĕнтерессине тата кайăк-кĕшĕк ĕрчетессине мала хураççĕ.
• Чăваш патшалăх аграри университетĕнче хăмла отраслĕ-пе ĕçлекенсен квалификацине ÿстереççĕ. Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Патăрьел аграри техникумĕсен преподавателĕ-семпе производство мастерĕ-сене хăмла хунавĕ лартас, пучах пухса кĕртес, ăна упрас тата технологипе пăхнă ытти ĕçсене вĕрентеççĕ. Курса хутшăнакансем асăннă техникумсен вĕрентÿ- пе производство лаптăкĕсенче кăçалхи çуркунне хăмла лартса хăвараççĕ. «Симĕс ылтăн» лаптăкне çулталăкра 100 гектара çитерме палăртнă. Хăмла проектне Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ те хутшăнать.
• Чăваш Енĕн Культура министерстви «Земство культура ĕçченĕ» программăна хутшăнса ялта ĕçлеме кăмăл тăвакансене суйласа илмелли конкурс пуçланни çинчен пĕлтернĕ. Документсене июлĕн 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Тĕп условисен шутĕнче - культура сферинче ĕçлеме кирлĕ вăтам е аслă професси пĕлĕвĕ пурри тата отрасльти ĕç стажĕ. Претендентсене пĕр хут паракан 1 миллион тенкĕлĕх тÿлевпе хавхалантарĕç. Кăçал сакăр культура ĕçченĕ валли 8 миллион тенкĕ уйăрнă.
• Чăваш Енре пурăнакансем «Çĕнтерÿ вальсне» хатĕрленеççĕ. Çак акци Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче иртет, ташă 3 минут та 40 çеккунта тăсăлĕ. Халĕ эрнере тăватă хутчен репетици ирттереççĕ.
• Республикăра çĕнĕ çемье нумайланни палăрать: кăçалхи пĕрремĕш кварталта мăшăрланни çинчен калакан 958 акта регистрациленĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 12,7 процент ытларах - пĕлтĕр 850 мăшăрлану пулнă. Чи нумаййи Шупашкар хулин администрацийĕн ЗАГС пайĕнче - кунта 264 мăшăрланăва çирĕплетнĕ, Çĕнĕ Шупашкарта çĕнĕ 118 çемье чăмăртаннă, Шупашкар округĕнче - 46 çемье, Çĕрпÿ округĕнче - 26, Патăрьел округĕнче - 21 тата ытти те. Пирĕн Тăвай округĕн-че кăçалхи пĕрремĕш кварталта çĕнĕ 3 çемье йĕркеленнĕ (пĕлтĕр ку тапхăрта 2 пулнă).
• Чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри - çуракине ăнăçлă ирттересси. «Акконд-агро фирма» АОн техника паркĕн территорийĕнче иртнĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсен канашлăвĕнче Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов пухăннисене çурхи ака-суха ĕçĕсене лайăх ирттерме ăнăçу сунни тÿрре тухать. Ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Николай Краснов пĕлтернĕ тăрăх, çĕр ĕçлекенсем çуракине, тĕпрен илсен, май уявĕсем тĕлне вĕçлеме тăрăшаççĕ.
Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ