1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 12 Май 2025 г.
28 апреля 2025 г. 13:43

Республикăра

 

• «Мĕнле принципсене тĕпе хурса ĕçлĕпĕр;»- Аслă экономика канашĕн умĕнхи эрнери ларăвне Олег Николаев республика Пуçлăхĕ çапла каласа пуçланă. Çакă паллă: канаша малашне Олег Алексеевич хăй ертсе пырĕ. Экономика канашĕ республика аталанăвĕн ыйтăвĕсене тарăннăн тишкерекен, йĕркелекен лапам пулса тăмалла, пĕрлех граждансен сĕнĕвĕсене шута илсе влаçа çивĕч самантсене сирмешкĕн тивĕçлĕ мерăсем йышăнма пулăшмалла. Регион ертÿçи нумай ыйтăва хăй сăнаса тăрассине çирĕплетнĕ. Кулленхи ыйтусемпе ĕçлеме президиум пулать. Патшалăх программисен тематикине кура 17 комисси йĕркелĕç.

• Олег Николаев ЧР Пуçлăхĕ республика наркодиспансерĕ çумĕнчи алкогольпе, наркотиксемпе, сиенлĕ ытти хутăшпа минренĕ çынсене пулăшакан ятарлă çĕнĕ пая уçма хутшăннă. Унта медицина тĕрĕслевĕ, пирвайхи пулăшу, гигиена процедурисем, пулăшу кирлисене тимлĕ сăнаса тăрасси - пурне те шута илнĕ. Асăннă пай талăкĕпех ĕçлĕ, вăл - 20 койкăлăх. Кунта ÿсĕррисене пулăшнипе пĕрлех алкоголизм профилактики енĕпе те ĕçлĕç.

• Чăваш Республикин патшалăх парăмĕ 2024 çулта 1,1 миллиард тенкĕлĕх пĕчĕкленнĕ - 2025 çул пуçламăшĕ тĕлне 16,2 миллиард шайĕнче юлнă.

• Хăй тĕллĕн ĕçлекенсен институчĕ республикăра хăвăрт вăй илсе пырать - 2020 çултанпа çакнашкал предпринимательсен йышĕ Чăваш Енре 10 хут ÿс-нĕ, 75 пинрен иртнĕ.

• ЧР Министрсен Кабинечĕ аграрисен коммерци кредичĕ-сен процент тÿлевĕсен пĕр пайне саплаштармалли йышăну тунă. Укçине республика бюджетĕнчен уйăраççĕ. Документ аграрисем 2025 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен коммерци виçипе илнĕ кĕске вăхăтлăх кредитсене тÿлемелли процентсене татмалли тăкаксен пĕр пайне саплаштарассине палăртать.

• «Чăвашçăкăрпродукт» обществăн Канашри элеваторне çĕнетеççĕ, çак тĕллевпе иртнĕ çулхи декабрьте çĕнĕ подряд организацийĕпе килĕшÿ тунă. Проектăн смета хакĕ 809 млн тен- кĕпе танлашать. Подряд организацийĕ хальхи вăхăтра инженери коммуникацийĕсене тăсать, диспетчер пункчĕ тăвать, технологи оборудованийĕ вырнаçтарать, тĕш тырă культурисене элеваторта йышăнма вырăнсем йĕркелет. Çавăн пекех вăрлăх хумалли уйрăмăн никĕсне хываççĕ, ытти ĕçсене пурнăçлаççĕ. Объекта 2026 çулхи декабрьте хута яма палăртаççĕ. Строительствăна вĕçлесен, оборудовани хăватне пысăклатсан, тырă экспорчĕн калăпăшне виçĕ хут ÿстерме, элеватора 51,4 пин тонна тырă йышăнса упрама май килĕ. Ăна республикăри хуçалăхсенчен, регион тулашĕн-чен йышăнма, сутма, унран çăнăх авăртма, продукцие экспорта яма меллĕ, мĕншĕн тесен элеватор чукун çул хĕрринче вырнаçнă.

 

Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ

 

Поделиться:
Распечатать