Масар ĕмĕрех сăваплă вырăн шутланнă. Чиркÿ те ăна тирпейлĕ тытма вĕрентет. Часах çимĕк те çывхарать. Кăçал вăл июнĕн 8-мĕшне лекет. Çавна майăн та Вăрманхĕрринче пурăнакансем масар хÿмисемпе хапхисене çĕнетиччен йĕри-тавра тата шалта ÿссе кайнă йывăçсене касса йĕркене кĕртес тесе вăй хучĕç.
Шăпăрсемпе, кĕреплесемпе, ытти ĕç хатĕрĕсемпе тухнă арçынсем субботнике. Çÿп-çапа михĕсене тултарса пычĕç. Тем самантрах сăваплă вырăн хăтлă курăнма пуçларĕ. Ку тĕнчерен кайнă тăван-хурăнташĕсене, çывăх çынсене яланах асра тытса пурăнмалла, хамăр хыççăн апат юлашкисене, пластмасса савăтсене, целлофан хутаçсене пуçтарса каймалла е контейнерсене пăрахмалла.
Халĕ ĕнтĕ хатĕрленÿ ĕçĕсене туса ирттернĕ хыççăн, подрядчиксем çĕнĕ хапха-хÿмесем лартма, тытма пултараççĕ.
Алина ФЕДОРОВА