«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон малалла пырать. Вăл Раççейри ача-пăча фончĕн регионти уйрăмĕн чи пысăк проекчĕсенчен пĕри. Иртнĕ çул округ çыннисем ыр кăмăллăх пухмачне 253 пин тенкĕ ытла куçарнă.
Марафонра пухăннă укçа-тенкĕ инвалид, йывăр чир-чĕрлĕ, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене пулăшма каять. Пĕтĕмĕшле илсен, çитĕнекен ăрăва воспитани парас, аталантарас тĕллевпе усă кураççĕ. Марафон июлĕн 31-мĕшĕччен пырать. Пархатарлă ĕçе старт панă, вĕренÿ учрежденийĕсен, округ администрацийĕн тата ытти предприяти-организаци ĕçченĕсем, уйрăм çынсем пухмача укçа хываççĕ ĕнтĕ.
Марафон фондне чи малтан укçа хываканĕ Тăвай шкулĕн коллективĕ пулчĕ. Пухмач тÿрех 41 пин тенкĕпе пуянланчĕ.
- Иртнĕ çул 40200 тенкĕ пухса панăччĕ, кăçал ытларах та пулчĕ. Ача-пăчашăн тăрăшатпăр, вĕсен малашлăхĕшĕн,- пĕлтерчĕ шкул директорĕн çумĕ Надежда Михайлова. Вăл унсăр пуçне шкулта ĕçлекенсем «Аль» спорт шкулĕн стадионĕн-че «Зарница» çарпа спорт вăййисем пынă вăхăтра «Эпир пĕрле» фонда 5 пин тенкĕ куçарнине каларĕ.
Марафонăн укçа-тенкĕ куçармалли счетăн реквизичĕсем:
Получатель: Чувашское региональное отделение Общероссийского общественного благотворительного фонда «Российский детский фонд» (сокращенно ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»).
Расчетный счет
№40703810075220160067 в Чувашском отделении №8613 ПАО Сбербанк г.Чебоксары
Бик 049706609
кŸс 30101810300000000609
ИНН 2128005408, КПП 213001001
Ачасен ырлăхĕшĕн хамăр тÿпене хывар!
Раиса ШУМОВА