1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 12 Май 2025 г.
28 апреля 2025 г. 13:53

Таврăнни

 

Кам мĕнле те, Çĕнтерÿ кунне

Мĕльюншарĕ куççуль

витĕр тухрĕ.

Лартаймарĕç чĕркуççи çине,—

Тăшман чакрĕ, вăйĕ пĕтрĕ, хухрĕ.

Фронт кĕрлевĕ анăçа ăсанчĕ.

Салтака кĕтеççĕ килĕнче.

Чăна тухрĕ пехилленĕ шанчăк —

Чыса тивĕçрĕмĕр —

çĕршыв умĕнче!

Савăнăç саманчĕ, акă, çитрĕ,

Саланатпăр аякри çĕртен.

Пуйăс тĕтĕмне пĕлĕт çăтрĕ:

Çĕр-аннемĕр, савăнса чĕтрен!

Ĕненмесĕр, эпĕ вĕçнĕ тейĕн,

Çухрăмсен шутне сисмесĕрех,—

(Виçи çуккă ку чухне телейĕн),—

Кăкăрта сиксе тапать чĕре!

Эп анса юлнă вокзалран

Çуран утма нумаях мар-ха.

Кĕçех тĕл пулăп мăшăра,

Хам хĕрĕме — пĕр савăнар-ха.

Мана кĕтсе, савниçĕм,

арăм, чăтрăн,

Хĕне çĕнтертĕн халăхпа.

Хĕре ÿстертĕн тепĕр ăстрăм,

Унпа юлмарăр тăлăха!

Фронт шавĕпе тăван ене

Танлаштарма кирлех-ши, тетĕп.

Автоматран тăшман çине

Эп тĕлĕкре хăш чух перетĕп.

... Кĕçех каç сĕмлĕхĕ хупларĕ,

Çитмерĕ темшĕн кун каçи.

Нуша тени, манран хăпмарĕ —

Кашни виçен те пур виçи!

Тинех утмастăп эп — чупатăп,

Халь ывăнни те темех мар.

Хĕр, мăшăр умрине туятăп,

Умра çутатнă пек хунар.

Васкатăп — вăйăма шанатăп,

Çитетĕп тăван кĕтесе.

Сасартăк тарлатăп, шăнатăп —

Тăрап пĕр вăхăт йÿтесе.

Сăнап каррисĕр кантăк витĕр:

Кам-ши, епле-ши унта?

Арăм хулпуççи çинчи тутăр

Унчченхи пекех, тупата!

Чĕпкуçлă лампа çутинче

Ларать тетрадьсем умĕнче.

Нумайланнă шур тĕс çÿçĕнче,

Пĕркеленчĕксем пур питĕнче.

Вĕрентÿçĕн çавнашкал ĕçĕсем:

Ĕçсене купана пĕрлештер;

Тĕрĕслевçĕн хавшак каçĕсем —

Ĕç шайĕпе нуши — пĕрешкел!

Раскладушка çинчи хĕрĕме

Сăнарăм, палларăм ăна.

Пулать алăпа перĕнме,

Шик пур вăратма ыйхăран.

Пĕлетĕп: кĕтет ашшĕне,

Тĕлĕкре аташать пуль манпа.

Сисет алăсен ăшшине —

Вĕсене пулать-и манма?

Шаккас тетĕп —

шăнăрсем хытрĕç.

Чĕнес тетĕп — сассăм тухмасть.

Чĕрене хĕсет шалтан тыткăç,

Чÿрече енне арăм пăхмасть.

Ара, эп «хыпарсăр çухалнă...»

Кайран пĕлтĕм, хутне янине.

Анраса тем çине таяннă...

Астăватăп шала тÿннине.

— Эпĕ çитрĕм! —

тесе пăшăлтатнă,

Тăрмакланă урай хăмине

Урасем. Тирĕнсе хăшăлтатнă

Сăмахсем ăнланман тĕввине.

Салтака паллаймарĕ арăм,

Алăка аптăрарĕ хупма.

Хамшăн мар эп — уншăн хăрарăм,

Эп пултарнă ăна аптратма.

Тăна кĕтĕм: — Вăрат хĕрĕме,

Унпа ман часрах калаçасчĕ!

Унтан пуçланă йĕрмешме...

Тăвансем —

тепĕр хут тăванланчĕç.

Хĕре чун сисевĕ систернĕ:

— Атте, эсĕ çитрĕн тинех!

— Текех пулмĕ вăрçă кĕрлевĕ,

Çĕнтерÿпе килтĕм киле.

 

.....

 

Аса илтĕм яла çитнине,

Асапсем хушшинчен тухнине,

Куççуле çăварпа çăтнине,

Хĕрпе арăм куçран пăхнине.

Çĕнтерÿ — эпир кĕтнĕ уяв,

Уявсен — чи аслă Уявĕ!

Сана — чи çÿллĕ хаклав,

Умра пултăр унăн ялавĕ!

 

Вырăсларан Лаврентий ДАНИЛОВ

(Сăхăтпуç) куçарнă

Поделиться:
Распечатать