Чăваш Енри су- ту-илÿпе промышленноç палати перекетлĕ производство инстру- менчĕсене пурнăçа кĕртме пулăшать. Çакна вăл «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕн «Ĕç тухăçлăхĕ» федераци проекчĕн никĕсĕ çинче пурнăçлать.
Çак тĕллевпех икĕ кунлăх «Производство начальникĕ» семинар иртнĕ. Унта регионти производство компанийĕсен ертÿçисем, цехсемпе ĕç участокĕсен начальникĕсем тата мастерсем хутшăннă, сахал тăкакпах пысăк производство кăтартăвĕсем тума, ĕç тухăçлăхне ÿс- термелли майсене вĕреннĕ. Семинара ку чухнехи производствăна йĕркелессипе ĕçлекен эксперт, экономика наукисен кандидачĕ Юрий Богопольский ирттернĕ. Семинар кăсăклă та усăллă иртнине палăртнă унта хутшăннисем.