Кăçалхи нарăс уйăхĕнчен вăрманхĕррисемпе чÿкçырмисем те округри волонтерсен туслă йышĕпе пĕрлешнĕ. Эрнере тăватă кун каçхине 5 сехетчен Чÿкçырминчи клубра маскировка тетелĕсем çыхаççĕ. Çак ĕç валли каркасне Тăвай шкулĕн директорĕ Евгений Николаевич Моряков ăсталаса панă. Вăл хăй те, Тăвай территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Николай Иванович Сормовпа декретлă отпускри Алина Александровна Федорова та хавхалантарса, кирлĕ материалсемпе тивĕçтерсе тăраççĕ. «Ялти хĕрарăмсем пуçарăва ырласа пĕр чăмăра пĕрлешни савăнтарать»,- тет Алина Александровна, хастаррисен списокĕпе паллаштарнă май.
СВОри салтаксене пулăшса куллен клуба ĕçе кайнă пек çÿрекен Альбина Косарева, Валентина Николаева, Ираида Матвеева, Мая Алексеева, Людмила Данилова, Зоя Кузьмина, Ольга Иванова, Наталия Андреева, Ольга Никитина, Алевтина Архипова, Ольга Михайлова тетел çыхас енĕпе хастарланса çитнине палăртрĕ. Салтаксем ырă-сывă çаврăнса килччĕр тесе кĕлĕсем вуласа ĕçленипе ĕç кал-кал пынăн туйăннине пĕлтерчĕç Елизавета Иванова, Галина Иванова, Любовь Гаврилова, Ольга Федорова, Надежда Иванова, Раиса Шурасева, Оксана Степанова, Людмила Шустимова. Вĕсем те тăрăшулăхĕпе çĕнтерĕве çывхартма хăйсен тÿпине хываççĕ.
«Хамăр ĕçпе салтаксен пурнăçне çăлса хăварма пулăшассишĕн хавхаланса ĕçлетпĕр, тунсăх пусса килсен патриотла юрăсене аса илетпĕр. Çĕннисене те вĕренетпĕр. Тата тĕрлĕ енлĕ пулăшу ĕçĕсене те хăнăхасшăн»,- терĕç икĕ ялăн волонтерĕсем.
Çĕнтерĕве тылра туптакансен вăйĕпе тата пĕрлĕхĕпе ĕç хăвăрт та тухăçлă пырать. Материал тата ытти хатĕр туянма халăхран укçа пуçтараççĕ вĕсем. Чылайăшĕ спонсор пулăшăвĕ парать. Пысăк йышпа кĕске вăхăт хушшинчех 8 хÿтĕлев сетки çыхнă.
Раиса ШУМОВА