Чăваш чĕлхи кунĕнче Тăвайри 1-мĕш ача садĕнчи кĕçĕн ушкăнра Чăваш Ен çинчен юрăсем, сăвăсем янăрарĕç.
Чăваш Республикин Гимне итлени юратнă çĕршывшăн мăнаçлăх туйăмĕ вăратать. Ачасем хастаррăн чăваш ташши ташларĕç. Чăваш наци çи-пуçĕпе пулни унти эрешсем çинчен пĕлме май пачĕ.
Чĕлхе кунĕ пире садикренех ачасене чăвашлăха хисеплеме, аталантарма, наци йăли-йĕркисене упрама, туслăха çирĕплетме пулăшать.
Ольга АЛЕКСЕЕВА,
воспитатель