Вăрçă! Мĕнле хаяр вăл. Асра юлнă самантсем нумай. Пирĕн ялта эвакуаципе килнисем пурăнатчĕç. Пирĕн-пе кÿршĕллĕ Питмăрса пÿр- чĕ пушах ларатчĕ. Ăна хăйне Çĕпĕре раскулачить туса янăччĕ пуян тесе. Çавăн пÿ-ртне вырнаçрĕç Воронежран килнĕ ашшĕпе хĕрĕ. Ашшĕн хăрах аллине вăрçăра татнăччĕ. Амăшĕ бомба айне пулса вилнĕ (Кайран, ÿс-се çитсен, пĕлтĕмĕр Воронеж миçе хутчен алран алла куçнине). Мускав патнелле тапăннă нимĕç. Хĕрĕ Лида ятлăччĕ, пирĕнпе пĕр çулхискер, ашшĕ ятне астумастăп. Вăл çăкăр пĕçеретчĕ хăрах алăпах колхозра ака тăвакансем валли. Лидăна пирĕн асанне апат çитеретчĕ. Лида ялан амăшне аса илетчĕ. «Я ваша мама. Сейчас испеку блины, мои деточки»,— тетчĕ. Ачасем темерĕн, çырмаран шурă тăм илсе хăпараттăмăр та блины пĕçереттĕмĕр. Çапла кун хыççăн кун иртрĕ. Воронежа хăтарнă хыпар çитрĕ. Пирĕн хăнасем те хăвăрт пуçтарăнчĕç тăван килне кайма. Лаша кÿл-се Тăвайне ăсатрĕç вĕсене. Лида ял курăнми пуличченех алă сулчĕ пире.
Ăçта-ши эсĕ халь, Лида?
Роза ПЕТРОВА-АХТИМИРОВА,
Тенеялĕ-Шупашкар